14 декабря 2012 г.
Эрне пуçламăшĕнче редакци заданийĕпе кайма тухсан "Канашри издательство çурчĕ" акционерсен хупă пĕрлĕхĕнче ĕçлекен Зинаида Федоровăпа Ирина Гавриловăна тĕл пултăм. Пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕ пек кĕнеке, тĕрлĕ документ хуплашкисене тăвакан Клавдия Ершова çинчен хаçатра çырса кăларма ыйтрĕç. Клавдия Аркадьевнăн юбилей çывхарать иккен. Виççĕшне те питĕ лайăх пĕлетĕп. Ĕçре хастар, ĕçчен çынна вара кирек ăçта та хисеп те чыс. Тепĕр куннех алла хутпа ручка тытса аялти хута антăм (пирĕн редакци иккĕмĕш хутра вырнаçнă). Часах Клавдияпа калаçу çăмхине сÿтме пуçларăмăр.
Манпа калаçаканшăн чи çывăх та хаклă вырăн вăл – Анат Сурăм ялĕ. Мĕншĕн тесен кунта вăл çут тĕнчене килнĕ, колхозра вăй хуракан ашшĕпе амăшĕшĕн виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ пулнă. Йышлă çемьере çитĕннĕ Клава. Улттăн пулнă вĕсем – 4 хĕрпе 2 ывăл.
Ĕçрен ютшăнмасăр, ашшĕ-амăшне, пĕр-пĕрне хисеплесе ÿснĕ вĕсем. Клавăн аппăшĕ Шупашкарта пир-авăр комбинатĕнче поварта ĕçленĕ. Йăмăкне вăл çак предприяти çинчен сахал мар каласа панă. Тата çакна та каласа хăвармалла, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш тата 80-мĕш çулĕсенче ялти хĕр-упраç ытларах пир-авăр комбинатне туртăннă. Çакăн пеккисем хушшинче Клава та пулнă. 1975 çулта Кăшнаруйĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Шупашкара аппăшĕ патне тухса вĕçтернĕ. Часах пир тĕртессине алла илсе хăй тĕллĕн ĕçлеме тытăннă.
Икĕ çултан тăван яла таврăннă. Полина ятлă юлташĕпе Канаш пасарне шăкăр-макăр туянма кайсан автовокзала кайнă чухне типографине кĕрсе тухма шутланă. Унта типографи директорĕпе Александр Надеевпа тĕл пулнă. Александр Николаевич хĕрсене ĕçе вырнаçма сĕннĕ, вĕсем валли хăйне евĕрлĕ экскурси ирттернĕ. Клавăна кĕнеке хуплашкисем тăвакансен ĕçĕ кăмăла кайнă. Хура аналлă хутсен купине тумтир тăхăнтартасси ăна канфета хитре хутпа чĕркенĕнех туйăннă.
Çав кунах вăл ĕçе илме ыйтса хут çырса панă. Ултă çул çак специальноçпа ĕçленĕ хыççăн Ершовăна пичет цехне куçарнă. Кунта Сурăм хĕрĕ кĕске вăхăтра хаçат, тĕрлĕ бланк çапма хăнăхнă. Ĕç стажĕ пысăкланнăçемĕн хисепĕ те ÿссех пынă. Шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн Клавдия Аркадьевнăна Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Хула администрацийĕн Хисеп хучĕсем те пур.
1978 çулта Тури Сурăмра туй кĕрленĕ. Клавдия Турă пÿрнин мăшăрĕ пулса тăнă. Валерий Канашра вакунсем юсакан заводра ĕçленĕ. Виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ Ершовсем. Вĕсем ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса çитĕннĕ. Алексей Хусанта ĕçлет, инженер. Сергей пурнăçри вырăнне Чулхулара тупнă. Александр тăван кĕтесрен ниçта та каяс шухăшлă мар. Уншăн Канаш темрен те хаклă. Клавдия Аркадьевнăн чи пысăк телейĕ, пуянлăхĕ – икĕ уйăхри мăнукĕ Максим. Асанне ятне илтнĕшĕн çав тери хĕпĕртет.
Клавдия Ершова 2004 çултанпа переплет тунă çĕрте тăрăшать. Коллективра ăна ырă кăмăлĕшĕн, тăрăшулăхĕшĕн, килĕнчи хуçалăха çирĕп тытса пыма пултарнишĕн хисеплеççĕ. Юбилей ячĕпе ăна çывăх çыннисемпе тăванĕсем, ĕçтешĕсем ăшă сăмахсемпе саламларĕç, парнесемпе савăнтарчĕç, кун-çула малалла тăсма, тăван кил ăшшине упрама çирĕп сывлăх сунчĕç. Унăн пурнăçĕ, ĕçри хастарлăхĕ чăннипех те икĕ хутчен "5" паллăпа хакланине тивĕç.
В.АЧЧА.