АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн чунĕ картинисенче упранать

14 декабря 2012 г.

Чăвашсен паллă художникĕ А.И.Миттов çуралнăранпа ĕнер – раштавăн 13-мĕшĕнче – 80 çул çитрĕ. Вăл Сиккасси ялĕнчи хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Иван Максимович, пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, Германире тыткăнра пулнă, мĕн пур чун-хавалне, кăмăлне çирĕплетсе чуралăхран тарса хăтăлнă. Килне таврăнсан ыттисем пекех хресчен ĕçĕпе пурăннă, ăста столяр, механик, хурт-хăмăрçă пулнă. Пĕр сăмахпа, пур ĕç патне те алли пынă.

Анатолий Миттовăн ачалăхĕ тата çамрăклăхĕ чăваш халăхĕн авалхи йăлисене çирĕп тытса пыракан çемьере иртнĕ. Кĕçĕннисем аслисене итленĕ, ачасем ашшĕпе амăшĕн сăмахĕнчен иртмен. Амăшĕ, Феодосия Владимировна, ĕçчен те çирĕп кăмăллă хĕрарăм пулнă. Ялта Миттовсем тĕслĕх çемье шутланнă. Тăватă ачи те аслă пĕлÿ илнĕ.

Асли, Василий Иванович, Хусанти химипе технологи институтне вĕренсе пĕтернĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ, Николай Иванович, ветеринари врачĕ, Хусанта ветеринари институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Кĕçĕнни, Виталий Иванович, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче агрономи факультетне пĕтернĕ хыççăн нумай вăхăт тăван хуçалăхра тĕп агроном, Жданов ячĕллĕ колхозăн (халĕ "Урюм" ЯХПК), "За коммунизм" (Çĕнĕ Шелттем) совхозăн председателĕ пулса ĕçлерĕ. Хальхи вăхăтра ялти ветерансен канашне ертсе пырать.

Анатолий Иванович Миттовпа эпир пĕр ялсем, пĕр кассем. Эпир унпа кÿршĕллĕ пурăннă, пĕр класра, пĕр парта хушшинче ларса вĕреннĕ. Хĕлле конькипе, йĕлтĕрпе ярăнма юрататтăмăр. Çуллахи лăпкă каçсенче вара хăйсен тĕрĕллĕ хапхи умне тухса ларатчĕ те гитарăпа е балалайкăпа чăваш, тутар, вырăс кĕввисене калатчĕ. Аслă пиччĕшĕ Николай та тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калама ăстаччĕ, художник таланчĕ те пурччĕ унра. Анатолий вара, аслă пиччĕшĕн ÿкерÿ ăсталăхĕнчи пултарулăхĕпе хавхаланнăскер, художник пулма çирĕп шут тытрĕ.

Эпир иксĕмĕр тарăн Шывçирми урлă вăрмана утара çÿреттĕмĕр. Кунта çут çанталăк юмахри евĕрччĕ: йĕри-тавра лапсăркка хурăнсем, пыл шăрши саракан çăкасемпе вĕренесем, мăнаçлă юмансем тем сарлакăш сарăлса ÿсетчĕç... Çак илеме курсан чун калама çук хăпартланса каятчĕ. Эпир палламан курăксем, упа саррисем пиртен çÿллĕччĕ... Сăмсана кăтăклантаракан ырă шăршă сарса ларатчĕç вĕсем. Утарта вара караспа тăпа (прополис) шăрши тăратчĕ. Тен, çак ытарайми илем унăн чунĕнче художник талантне аталантарнă та пулĕ. Кам пĕлет...

Çулсем иртрĕç. Сиккасси шкулĕн директорĕ Петр Васильевич Скворцов тĕрлĕ енлĕ аталаннă, пултаруллă педагог, сăвă ăстиччĕ. Вăл Анатолий Миттова вăхăтра асăрхаса ăна Шупашкарти художество училищине кĕме пулăшрĕ. 1952 çулта училищĕрен вĕренсе тухсан Анатолий Миттов Янкăлч вăтам шкулĕнче рисовани учителĕ пулса ĕçлерĕ.

1954 çулта СССР Художество академийĕн Ленинградри И.Е.Репин ячĕллĕ ÿнерпе скульптура тата архитектура институтне кĕчĕ, 1961 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерчĕ. Ленинград радиовĕн дикторĕн сасси паян та хăлхарах: "Çак кунсенче художество академийĕн ларусем ирттермелли залĕнче çак мухтавлă аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухакансене дипломсем пачĕç. "Питĕ лайăх" паллăпа вĕренсе пĕтернисен йышĕнче инçетри Чăваш Республикинчен килнĕ Анатолий Миттов та пур. Кĕçех вăл хăйĕн тăван Шупашкар хулине таврăнĕ те малалла ĕçлеме пуçлĕ". Çак сăмахсене илтсен куçсем шывланчĕç. Пĕр класра вĕреннĕ çывăх юлташăм çинчен ырăпа калани чунра савăнăç тата мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ.

1962 çулхи кĕркунне эпĕ Шупашкарта Анатолий Иванович Миттов патĕнче уйăх ытла пурăнтăм. Каçхине занятисем хыççăн унăн çĕнĕ ĕçĕсене тахçанччен тишкереттĕмĕр. Мана вăл çут çанталăк илемне курма, ÿкерÿ искусствин теорине ăнланма вĕрентрĕ.

Анатолий хăйĕн ĕçĕсенче яланах чăваш халăхĕн пурнăç майне, йăли-йĕркине уçса пама тăрăшатчĕ. Акă, сăмахран, "Асран кайми аки-сухи", "Киремет", "Чуччу", "Вăйă карти", "Чикмек" картинăсенче ĕлĕкхи чăвашсен пурнăçне сăнланă, çав вăхăтрах унта пирĕн вăхăтри ăрăвăн ачалăхĕ те курăнать.

1977 çулта Пĕтĕм Раççейри кĕнеке конкурсĕнче К.В. Ивановăн "Нарспи" поэмине ÿкерчĕксемпе ăста илемлетнĕшĕн А.И.Миттова пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа наградăланă (вилнĕ хыççăн).

Анатолий Ивановичăн картинисем Третьяков галерейинче, Ленинградри вырăс музейĕнче, Сиккассинчи культура çуртĕнче, çывăх тăванĕсем патĕнче упранаççĕ. Хăш-пĕр ĕçĕсем Францире, Данире, Германире, Японире хăйсен хисеплĕ вырăнне тупнă.

А.Миттов мана сăмахпа кăна мар, хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе те хавхалантаратчĕ.

– Николай, эсĕ талантлă художник пулатăн. Анчах та нумай ĕçлемелле тата вĕренмелле, – тетчĕ.

Чăнах та, тăрăшрăм, вĕрентĕм. Ленинградри аслă вĕренÿ заведенийĕн дипломне алла илтĕм. 2005 тата 2010 çулсенче Мускаври выставкăсене хутшăнса "Çĕнтерĕве мухтав!" фестиваль лауреачĕ пулса таврăнтăм.

1999 çултанпа Сиккассинчи вăтам шкул А.И.Миттов ячĕпе хисепленет.

Чăвашсен паллă сăвăçи Геннадий Айги "Юлташ çинчен шутласан" статйинче çакăн пек çырнă: "Анатолий Миттов – хăйĕн пултарулăхне чăн чăвашлăхпа пĕрлештернĕ художник. Ку тĕлĕшпе вăл – пирĕн нацин пĕрремĕш художникĕ, пирĕн культурăн Константин Ивановпа, Çеçпĕл Мишшипе тата Федор Павловпа пĕр шайра тăракан корифейĕ".

Паян пирĕн сумлă ентеш 80 çул тултармаллаччĕ. Шел, ăна çак вăхăтчен пурăнса çитме пÿрмен.

Н.БАБАНОВ,

РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика