АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăх пирки те шухăшламалла

14 декабря 2012 г.

Çулталăк маншăн ăнăçлă та тупăшлă пулчĕ. Кăçал çулла çумăр лайăх çунипе çĕр улми ăнса тухрĕ. Кашни гектартан 250 центнер ытла пуçтарса кĕр-трĕмĕр. Чăн та, пĕлтĕр те тухăç япăхах марччĕ, анчах сутаймасăр хăшкăлтăмăр. Çимĕçе ниçта хурайманнипе хăшĕ-пĕри килограмне 50 пуспах суткаласа ячĕ. Кăçал вара кăнтăр регионсенче çу типĕ тăнипе пирĕн чĕр тавара туянма аякранах килчĕç. Килограмне 5 тенкĕпе сутни – пирĕншĕн самай пысăк тупăш. Упрама вăрлăхлăх тата сутлăх кăна хăварнă. Сутлăх та 40 тонна кăна. Ятарлă килĕшÿпе хулари бюджет учрежденийĕсене тивĕçтерсе тăратăп. Унсăр пуçне купăстапа сухан та ăсататăп. Çапла вара ăçта чикес тесе пуçа ыраттармалла мар. Тупăшăн пысăк пайĕ хуçалăха аталантарма каять. Элита вăрлăх, удобрени, техника кирлĕ. Паянхи кунпа çеç пурăнаймăн, малашлăх пирки те шухăшламалла. Шел, пирĕн çĕршывра фермер хуçалăхĕсен ĕç-хĕлне çÿлтен йĕркелесе тăмаççĕ. Чикĕ леш енче, акă, мĕн чухлĕ продукци туса илмеллине влаç шайĕнче татса параççĕ.Фермерăн ăна вырнаçтарас тесе чупса çÿремелле мар, планпа палăртнине патшалăх йăлтах илет. Пирĕн те çапла пулмалла. Халĕ кам мĕнле пĕлет – çапла ĕçлет. Ÿсен-тăранпа пахча çимĕçе те тупăш кÿнине кура кăна акса-лартса хăвараççĕ. Ман шутпа, ку тĕрĕс мар. Вырăнти влаç органĕсен, отчет тунипех çырлахса ларас вырăнне, хуçалăхсемпе çыхăнса ĕçлемелле, пулăшмалла.

Кăмăла çĕклекен тепĕр самант – фермер хуçалăхне йĕркелеме грант çĕнсе илни. Маншăн кĕтменлĕх темелле. Конкурса хутшăнакансем нумаййипе çĕнтерессе шутламан та, шанман та. Ку – ман ĕçе тивĕçлипе хаклани, шанни. Апла ăна тÿрре кăларасчĕ.

О.ШПАКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика