14 декабря 2012 г.
Чăваш Республикинчи гидрометеорологи тата тăван тавралăх мониторингĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре çанталăк хытах сивĕтет. Талăкри сывлăш температури климат норминчен 7 градус сивĕрех пулать.
Çавна май Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕ синкерлĕ лару-тăру тухас, коммуналлă тытăмсенче, энерготытăм объекчĕсемпе линийĕсенче авари пулас хăрушлăх ÿснине палăртать. Халăх электричествăпа тивĕçтерекен тытăмпа ытлашшипех усă курнăран, юсавсăр кăмакапа, газ- тата электрохатĕрсемпе ăшăнас тенĕрен техноген пушарĕсен шучĕ ÿсме пултарать. Ку прогноза муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсем патне тата районсенчи дежурнăй-диспетчер службисене те çитернĕ. "Урамра вăрах вăхăт пулма ан тăрăшăр, ачăрсене куçран ан вĕçертĕр, вутпа асăрхануллă пулăр", – сĕнеççĕ çынсене çăлавçăсем.
И.НИКОЛАЕВА.