АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ямашсем – кубок хуçисем

14 декабря 2012 г.

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн вырăнти уйрăмĕ районти ял тăрăхĕсен командисем хушшинче волейболла выляса мала тухассишĕн турнир ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Хальхинче кубокшăн Ямаш ял тăрăхĕн икĕ команди, Ачча, Пайкилт, Вăтапуç, Шелттем тата Янкăлч ял тăрăхĕсен тата "Чăвашсетьгаз" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн "Канашмежрайгаз" филиалĕн командисем хутшăннă. Шăпа ярса вĕсене икке пайланă. Пĕрремĕш ушкăн Шăхасанти физкультурăпа спорт комплексĕнче, иккĕмĕшĕ Шăхасан вăтам шкулĕн спорт залĕнче тупăшнă.

Финала икĕ команда тухнă. Тĕл пулу ямашсен 1-мĕш команди янкăлчсене çĕнтернипе вĕç-леннĕ. Виççĕмĕш вырăна газовиксем йышăннă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов тата физкультурăпа спорт секцийĕн заведующийĕ В.Ильин çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем, преми тата кубок панă. Судьясен коллегийĕ чи лайăх вăйăçсене палăртнă. "Чи лайăх тапăнса вылякан" – В.Ильин (Ямаш ял тăрăхĕ), "Чи лайăх хÿтĕлевçĕ" – Д. Яковлев (Янкăлч), "Чи лайăх вылятса яракан" – И.Долгов (Канашмежрайгаз).

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика