АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренме, тупăшма, ÿкерме вăхăт тупать

12 декабря 2012 г.

Олеся Игнатьева ятне юлашки вăхăтра республикăра тухса тăракан массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах курма пулать. Çакă, паллах, пире питĕ савăнтарать, мĕншĕн тесен Олеся шкулта вĕреннĕ чухне "Канаш ен" хаçатпа тачă çыхăну тытатчĕ, редакцие тăтăш килсе çÿретчĕ, кунта ĕçлекенсемпе канашлатчĕ. Вăл 5-6-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех журналист пулма тĕллев лартнă, маттур хĕр-упраçăн ĕмĕчĕ пурнăçланса пыни вара паян куç кĕрет.

Олеся халĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн виççĕмĕш курс студентки. Кунсăр пуçне вăл пултаруллă спортсменка та, талантлă фотограф та. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне вăл кулленех хăйĕн ĕçĕсемпе çирĕплетет.

Акă, сăмахран, кăçал пирĕн республикăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри çуллахи ял спорт вăййисенче Чăваш Ен чысне хÿтĕлесе алă вăйне виçессипе ăмăртусен çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Нумаях пулмасть университетăн çĕнĕ корпусĕнче "Чунпа вăйлисем" ятпа Олеся тунă сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлнă. Экспозицие ЧПУ 45 çул тултарнине халалланă.

– Курава спортăн тĕрлĕ енĕпе иртнĕ ăмăртăвĕсенче ÿкерсе илнĕ чи интереслĕ самантсене сăнлакан фотосене тăратнă, – тет студентка. – Ку – Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей чемпионачĕ. Ак кунта Иван Ухов Олимп чемпионĕ çÿллĕшне сикнине ÿкерсе илнĕ. Ку сăн ÿкерчĕкре вара манăн коллега – алă вăйĕ виçессипе темиçе хутчен тĕнче чимпионĕ пулнă Арсен Лилиев, вăл Çурçĕр Осетирен. Теприн çинче Лондонри Паралимпиадăна хутшăннă Раççей спортсменĕсене – çĕнтерÿçĕсемпе призерсене – Шереметьево аэропортĕнче кĕтсе илеççĕ. Курава пĕтĕмпе 28 ĕç тăратнă. Вĕсенчен чылайăшĕ республика хаçачĕсенче кун çути курнă, – тет Олеся хăй хатĕрленĕ экспозиципе паллаштарнă май.

О.Игнатьевăшăн иртсе каякан çул паллă самантсемпе асра юлать. Пĕтĕм Раççейри "Спортпа туслаш" фотоконкурса "Çĕнтерÿ алăра" ĕçпе хутшăнса вăл парне çĕнсе илнĕ.

Тепĕр парнен пĕл-терĕшĕ вара тата анлăрах. Хăйĕн çуралнă кунĕнче Олеся армспорт енĕпе тĕрлĕ номинацире Чăваш Енĕн виçĕ хут чемпионки пулса тăнă, чи малтан – хăйĕн виçе категорийĕнче (70 кг).

– Ăмăртусем пуçланас умĕн юлташсем мана чечек çыххисемпе кĕтсе илчĕç. Çакă маншан кĕтменлĕх тата савăнăçлă самант пулчĕ. Хампа вăй виçекене çĕнтерме çăмăлах пулмарĕ, пĕтĕм вăя хутăм. Апла пулин те конкурентсем ытларах пулсан тупăшма интереслĕрех, – тет чемпионатăн абсолютлă чемпионки.

Çамрăк та маттур ентешĕмĕре, паллах, пур çĕрте те яланах ăнăçу сунатпăр.

И.ВОЛОДИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика