АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ урасăр арçын хĕрарăмсем валли кофтăсем, колготкисем çыхать

12 декабря 2012 г.

"Инкек куçа курăнса килмест", - теççĕ чăвашсем. Чăнахах та çапла иккенне Сухайкассинче пурăнакан Николай Миронов питĕ лайăх пĕлет, шăпах çав "куçа курăнман" инкек ăна инвалид туса хăварнă та.

Ĕç кунĕ вĕçленнĕ хыççăн Канашран яла васкакан Коля чукун çул çинче тăракан состав тапранса каясса кĕтсе тăрас темен, тÿрех çывăхри вакун айне чăмнă. Чăнкăр-чанкăр! туса вакун малалла куçма тытăннă, рельс çинчен илсе ĕлкĕреймен урасене иккĕшне те вакун урапи касса кайнă...

Çапла, 26 çул каялла 26 çулти вăйпитти арçын инвалид пулса тăнă. Анчах Коля алă усса ларман, "эпĕ инвалид, мана юрать" тесе ĕçке те ярăнман, хăйне килĕшекен ĕç тупнă. Мĕнле ĕç тетĕр-и; Ан тĕлĕнĕр: çипрен тĕрлĕ япала çыхма тытăннă!

Паян эпир Николай Мироновпа унăн килĕнче калаçса ларатпăр. Арăмĕ, Римма, Канашри автоагрегат заводне ĕçе кайнă, кĕçĕн хĕрĕ шкулта, диван çинче аслă хĕрĕн ачи Рита çывăрать, çавăнпа пирĕн калаçу шăппăн пырать.

- Пĕрмай кĕнеке вуласа йăлăхрăм та, пĕр-пĕр алă ĕçне вĕренес терĕм. Римма та хирĕç пулмарĕ, - каласа парать мана кил хуçи. - Хам ăсталанă чи пирвайхи япала кофта пулчĕ. Ятарласа юратнă арăм валли çыхрăм. Çак ĕçе те мана вăл вĕрентрĕ, мĕнле тав тăвас мар-ха ăна. Ун чухне çипне тупма та йывăрччĕ, лавккасенче çук. Унтан-кунтан тупкаласа, кивĕ япаласене сÿтсе такки çыхса пĕтертĕм-пĕтертĕмех. Арăма питĕ килĕшрĕ...

Çапла, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн хăнăхса Коля Мироновăн тĕрлĕрен салфетка, кофта çыхас ăсталăхĕ ÿссе пырать. Ун чухне арăмĕ, Римма, почтăра ĕçленĕ те, хĕрарăмсене çыхма-тĕрлеме вĕрентекен, Мускавра тухса тăракан журналсене илсе килсе пама тытăнать. Пĕр-пĕр япала çыхса пĕтерсен, иккĕшĕ пĕрле ăна пăхса тухса хаклаççĕ, арăмĕ кирлĕ канашсем парать. Хĕрарăм хĕрарăмах ĕнтĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн ăстаçа ялти хĕрарăмсемпе арçынсем тĕрлĕ япала çыхма "саккас" пама тытăнаççĕ.

- Ун чухне - ку "перестройка" текен вăхăтчĕ - лавккасенче тумтир тупса туянма питĕ йывăрччĕ. Уйрăмах хĕрарăмсене, - аса илет Николай. - Килех килме пуçларĕç: "Коля, тархасшăн кофта çыхса пар, тăхăнмалли çук, хамăн вăхăт çукрах, Канаша ĕçе çÿрес пулать", - теççĕ. Туянма вăл вăхăтра укçи те хĕсĕкрех пулнă-ха та, такки ÿкĕте кĕртрĕç. Мĕн тăвăн...

- Эсĕ, арçын пуçпа, хĕрарăмсем валли кофта та çыхнă-и;

- Çыхнă. Кофта кăна мар, колготки те çыхнă.

- Ан тĕлĕнтер, хĕрарăмсем валли колготки...

- Эрнере икĕ колготки çыхаттăмччĕ...

- Ялта "Ку Миронов Куля хĕрарăм ĕçне тăвать" тесе калакансем çукчĕ-и;

- Хама куçран каланине илтмен.

- Пушшех мухтаççĕ пулĕ-ха "темĕнле ĕçе те пултарать" тесе.

Çипрен тĕрлĕрен тумтир, ытти япала çыхакан Сухайкассинчи арçын çинчен сас-хура районĕпе кăна мар, республикипех сарăлать. Ăна тĕрлĕрен выставкăна хутшăнма чĕнеççĕ, вăл унта хăй каяймасть пулин те, çыхнă япалисене киле килсех илсе каяççĕ. Çĕнсе илнĕ дипломсене те килсех параççĕ.

- Канаш музейĕнче ирттернĕ выставкăна хутшăнса 1-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕç пултăм, Шупашкартан та дипломпах таврăннă, - тет Николай Петрович.

- Нумаях пулмасть сирĕн ялти Культура çуртĕнче районти культура ĕçченĕсен семинарĕ иртрĕ, унта та эсир ăсталанă япаласене кăтартрĕç. "Çак япаласене пурне те арçын çыхнă-и;" - тесе тĕлĕнекенсем те йышлăн пулчĕç. Çыхнă япаласене выставкăсене тăратма эсир хăвăр суйласа паратăр-и;

- Çук, эпĕ пырса тĕкĕнмен. Килекенсем хăйсем суйласа илеççĕ. Ытларах арăм сĕнÿ парать.

- Николай, эсир тĕрлĕрен выставкăна хутшăнатăр, дипломсем çĕнсе илетĕр, килте вара пĕр япала та çакăнса тăмасть. Мĕншĕн çакмастăр; Килен-тăран кÿршĕ-аршă тĕлĕнтĕр, "пăх-ха, çаксене пурне те Коля çыхнă вĕт-ха", - тетĕр.

- Арăм çакасшăн мар, "тусан пуçтарать" тет.

- Тĕрĕ тĕрлеме тытăнса пăхас шухăш-кăмăл çук-и, Николай Петрович; Пăхатăп та, сирĕн мăшăр ку енĕпе питĕ ăста. Сире те вĕрентме пултарать. Турум çаккине те вăл тĕрленĕ пулас.

- Урăх кам пултăр... Хальлĕхе нимĕн калама та пултараймастăп. Ун çинчен шутламан пĕрре те...

Сухайкасси пултаруллă çынсемпе пуян. Нумаях пулмасть пирĕн хаçатра çак яла куçса килнĕ Вера Ермакова хĕр-упраç çинчен асăннăччĕ. Вăл художник пулма Шупашкарти Быков ячĕллĕ ÿнер училищин живопись факультетне вĕренме кĕнĕ тесе çырнăччĕ. "Верăн ашшĕ-амăшĕ ку ялтанах, - терĕ мана Николай. - Хăй те кунтах çуралнă. Вĕсем нумай çул каялла пурăнма таçта аякка куçса кайнăччĕ, хĕрĕ тăван яла таврăнчĕ пулас. Вера ăста художник тенине илтнĕ, картинисене хам куçпа курман".

Николай Миронов ку ялти тепĕр художника - Валерий Романова асăнчĕ. "Вăл резецсен заводĕнче, чукун çул çинчи пĕр организацире художникра ĕçлерĕ. Картинăсем ÿкернисĕр пуçне вăл фотограф ĕçне те ăста, - терĕ Николай Петрович. - Туйсене, уявсене яланах Валерине чĕнетчĕç. Пыл хурчĕ те тытать пулмалла, ĕçчен çын", - çапла хак пачĕ вăл хăйсенчен инçетрех мар пурăнакан Валерий Романова.

Николай Миронова колхозсем саланса кайни, çамрăксен çемйисене пăрахса таçта аякка ĕçлеме кайма тивни пăшăрхантарать. "Ĕлĕк пирĕн "Канашский" совхоз выльăх-чĕрлĕх самăртас енĕпе районта малти вырăнтаччĕ. Выльăх нумай усратчĕ, халăх унта йышлă ĕçлетчĕ. Халĕ пирĕн ялта пĕр пăру ферми кăна пулас, - терĕ Николай Петрович. - Ялтан аякка ĕçлеме каякансене ĕç кĕнекипе ĕçлеттермеççĕ, ватăлсан кам пенси парать вĕсене;"

Мироновсен виçĕ ача. Асли - ывăл, вăл çемйипе Шупашкарта пурăнать. Вăталăххипе кĕçĕнни - хĕрсем. Аслă хĕрĕ Чăваш педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă, кĕçĕнни 7-мĕш класра пĕлÿ илет.

- Математикăпа "виççĕсем" пур, предмечĕ уншăн йывăртарах пулас. Ачи питĕ тăрăшать-ха, "виççĕсенчен" хăтăлса тухас шанăç пур, - тет мана кил хуçи.

- Эсир калашле, тĕрĕ ĕçне тытăнса пăхас мар-ши; Тен, чăнах та, пултарăп; - тет юлашкинчен Николай, мана пÿртрен ăсатса янă май. - Ун чухне вара сире те курма чĕнĕп. Килетĕр пуль;

- Пыратăп, Николай, пыратăп...

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика