АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав серепине çакланнă

12 декабря 2012 г.

Канашра пурăнакан 86 çулти кинемей хăйне "шăнман пăр çине лартса янине" пакунлисене темиçе кунтан кăна пĕлтернĕ. Чÿк уйăхĕн иккĕмĕш çурринче ун патне темле арçын телефонпа шăнкăравланă. Хăйне вăл полици сотрудникĕ тесе "Фактор жизни" таблеткăсене улталаса сутакансене тытни çинчен пĕлтернĕ. Çакскер ватă хĕрарăма тăкака 245 пин тенкĕ парса саплаштарма сăмах панă. Анчах та çакна пурнăçлама "комисси валютишĕн" 15 пин тенкĕ тÿлеме ыйтнă.

Пенсионерка иртнĕ çул чăнах та çавăн пек таблеткăсене туяннă иккен. Анчах та вĕсем нимĕнле усă та паман. Хальхинче те вăл ултавçăсен серепине лекнĕ. Ыйтнă суммăна куçарса панă. Шантарнă укçана вара кĕтсе илеймен. Раштавăн 4-мĕшĕнче кинемей полицирен 245 пин тенке тавăрма пулăшмашкăн ыйтнă.

Хальхи вăхăтра илсе кăтартнă фактпа тĕрĕслев пуçланă. Полици граждансене ултавçăсен чеелĕхĕнчен асăрханма ыйтать. Курман-пĕлмен çынсен сăмахĕсене ĕненсе ларма хушмасть. Усал шухăшлă çынсем пысăк суммăпа илĕртсе психологи мелĕпе усă курма тăрăшаççĕ. Вĕсем "комисси сборĕ" е "налук тÿлевĕ" тесе темиçе пин куçарса пама ыйтаççĕ. Çакăн пек шăнкăравсем пулсанах ним тăхтаса тăмасăр полицие пĕлтермелле.

В.СНЕЖКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика