АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр пурăнасси алăк витĕр тухни мар

12 декабря 2012 г.

Виçĕм кун кăнтăрла иртни икĕ сехет çитеспе район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Анатолий Егоров, Антонина Тямина тĕп эксперт специалист, хулапа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Надежда Маркелова, Канашри телекурав студийĕн корреспонденчĕ Ирина Константинова, операторĕ Василий Дмитриев тата çак йĕркесен авторĕ Кайри Ăнтавăша çул тытрĕç. Ял хĕрринче вĕсене Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Ермолаева кĕтсе илчĕ. Часах вĕсем аякранах курăнса ларакан сарă та тăпăлкка çурт умне çитсе тăчĕç. Кунта ялти чи ватă çын Анна Лебедева пурăнать. Паян вăл этем ĕмĕрĕнче сайра тĕл пулакан юбилее, çут тĕнчене килнĕренпе 100 çул çитнине, паллă тăвать.

Анна Никитична Сĕн-тĕрвăрри районĕнчи Чăнкасси ялĕнче йышлă çемьере ÿснĕ. Саккăрăн пулнă вĕсем: 5 хĕрпе 3 ывăл. Вĕсенчен вăл кăна пурăнать. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çĕршывăн историллĕ пулăмĕсемпе пĕр килнĕ – пĕрремĕш тĕнче вăрçи, Октябрьти Аслă революци, граждан вăрçи, колхозсем тунă тапхăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи.

Ашшĕпе амăшĕ колхозра вăй хунă. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ Анна Канашри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Анат Сурăм, Кăшнаруй, Кайри Ăнтавăш шкулĕсенче пуçламăш классене вĕрентнĕ. Пенси çулĕсенче чылай çул вĕренекенсен вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнĕпе, шкул интернатĕнче воспитательте ĕçленĕ. Ăна, тыл ĕçченне, "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕн-тернĕшĕн", "Ĕç ветеранĕ", юбилей медалĕсемпе наградăланă. Ачасене çирĕп пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçри çитĕнĕвĕсене Хисеп грамотисемпе палăртнă, парнесем парса та хавхалантарнă.

Анна Никитичнăн мăшăрĕ Василий Софронов 1942 çулхи хаяр çапăçусенчен пĕринче пуçне хунă. Çамрăк хĕрарăм виçĕ ачапа тăрса юлнă. Икĕ ывăлĕпе хĕрне ÿстерсе ура çине тăратнă. Паянхи кун тĕлне хĕрĕ çеç чĕрĕ. Галина Васильевна 73 çулта, Тутар Республикинчи Бугульма районĕнче пурăнать. Тăван амăшĕ патне мăшăрĕпе, Расим Зиявичпа, килсех тăрать. Анна Лебедеван пĕр мăнукпа икĕ кĕçĕн мăнук. Кукамăшне манмаççĕ вĕсем, аякра пулин те инçе çула кĕскетсе кукамăшĕ патне васкаççĕ. Хисеплĕ ватта кÿршĕре пурăнакан Любовь Ильина пăхать. Вăл та ялти хисеплĕ çынсен йышĕнче, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнчи ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ, 18 çула яхăн ял Советне ертсе пынă.

2008 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, упăшкисене фронтра çухатнă тыл ĕçченĕсене хваттерпе е уйрăм çуртпа тивĕçтерме Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕ тухрĕ. Çав Указпа килĕшÿллĕн 2010 çулта Анна Лебедева валли районта пуçласа çурт лартса пачĕç. Çурта "ПМК-400" тулли мар яваплă пĕрлĕх строителĕсем хăпартнă. Юбилее пĕрлĕх директорĕ Александр Ильин та килчĕ. Вăл Анна Никитичнăна 100 çулхи юбилейпе ăшшăн саламласа илемлĕ картина парнелерĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Анатолий Егоров Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа пачĕ, вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăха тÿссе ирттернĕшĕн тав турĕ, кун-çула малалла тăсма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ, хăйĕн сăмахĕсене хаклă парнепе çирĕплетрĕ. Хулапа районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Надежда Маркелова та, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Галина Ермолаева та, ветерансен канашĕн председателĕ Любовь Ильина та Анна Никитична валли çепĕç те хĕрÿллĕ сăмахсем тупрĕç. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи агитбригада членĕсем Оксана Николаева, Людмила Игнатьева, Светлана Димитриева тата Людмила Васильева хаклăран та хаклă, ытарайми Анна Никитичнăна анне, тăванлăх çинчен хывнă илемлĕ юрăсем парнелерĕç. Ватă çын хăйне çапла чыс тунăшăн чун-чĕререн тав турĕ, пурне те хăйĕн пекех ăс-тăнпа 100 çула çитиччен пурăнма пиллерĕ. Савăнăç куççульне вара ниепле те чараймарĕ, хăй ячĕпе саламлă сăмахсем каланă, юрăсем юрланă чухне шывланнă куçĕсене темиçе хутчен те тутăр вĕçĕпе шăлса типĕтрĕ.

Юбиляр пурнăçран пĕр-тте юласшăн мар. Куçĕсем лайăх кураççĕ, хăлхи те аван илтет. Анна Никитична "Российская газета" тата "Сывлăх" хаçатсем çырăнса илет.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика