12 декабря 2012 г.
Шупашкарта Вĕренÿ институтĕнче "Çамрăксен чи лайăх канашĕ" тата "Çамрăксен канашĕн чи лайăх председателĕ" ятсене илессишĕн республика конкурсĕ иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви тата Çамрăксен пуçарăвĕн центрĕ. Пултарулăх тупăшăвне çамрăксен 14 канашĕ тата çамрăксен канашĕсен 13 председателĕ хутшăннă.
Çĕнтерÿçĕсене "Вĕренÿ учрежденийĕнчи çамрăксен чи лайăх канашĕ", "Промышленность предприятийĕнчи çамрăксен чи лайăх канашĕ", "Ял тăрăхĕнчи çамрăксен чи лайăх канашĕ", "Организацисенчи çамрăксен чи лайăх канашĕ" номинацисемпе палăртнă. "Çамрăксен канашĕн чи лайăх председателĕ" номинацире конкурса хутшăнакансем жюрине "Манăн çитĕнÿ хамăн аллăмра" презентаци тăратнă.
Конкурс ирттернĕ кун "Чăваш Енĕн ĕçлекен çамрăкĕсем" темăпа курав уçăлнă. Унта республикăри çамрăксен канашĕсен ĕç-хĕлне çутатнă.
Пирĕн район чысне Ухман тата Вăтапуç ял тăрăхĕсен çамрăксен канашĕсем хÿтĕленĕ. Ухмансем "Çĕнĕ йăласене çĕклени – салтака ăсатни", вăтапуçсем "Эпир сывă пурнăç йăли-йĕркишĕн" проектсем хатĕрленĕ.
Вăтапуç тата Ухман ял тăрăхĕсен салтака кайма çул çитнĕ çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕсем Елена Григорьевăпа Елена Николаева, Вăтапуç ял тăрăхĕн çамрăксен канашĕн председателĕн çумĕ Мария Никифорова Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Тавне тивĕçнĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн çамрăксемпе ĕçлекен тĕп эксперт специалистне Алина Павловăна çÿлерех асăннă çамрăксен канашĕсене конкурса лайăх хатĕрленĕшĕн министерствăн Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.