12 декабря 2012 г.
Район администрацийĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ К.Никоноров ертсе пынă. Ларура обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева, тĕп эксперт специалисчĕ И.Цветкова, районти техсăнав инспекцийĕн аслă инспекторĕ А.Петров, ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Д.Гусев, вĕрентÿ управленийĕн ĕç сыхлавĕн тата техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕ А.Максимов, Канашри çул-йĕр дистанцийĕн тĕп инженерĕ Ю.Матвеев сăмах каланă.
Кун йĕркипе килĕшÿллĕн çак ыйтусене пăхса тухнă: кăçалхи 11 уйăхра çулсем çинчи хăрушсăрлăх мĕнле лару-тăрура пулни, хĕллехи вăхăтра çулсене пăхса тăрасси, чукун çул переезчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, ачасене районти автоçулсем çинче сусăрланассинчен сыхласси, çак енĕпе асăрхаттару ĕçĕсем ирттересси.
Районти вĕрентÿ управленийĕн инженерĕ А.Максимов каланă тăрăх, шкул автобусĕсен водителĕсене 40 сехетлĕх курссенче вĕрентнĕ. Çакăн пек автобуссем районти шкулсенчи автопарксенче 20. Çирĕммĕшне Совет Союзĕн Геройĕ А.П.Петров ячĕллĕ Ачча вăтам шкулне панă.
Патшалăх техсăнав инспекцийĕн аслă инспекторĕ А.Петров çулсене юртан тасатнă çĕре хутшăнакан техника техсăнав витĕр тухнине пĕлтернĕ.
А.ТЯМИНА.