16 августа 2013 г.
Калаçу пуçарма хистекен тема юлашки вăхăтра çивĕччисенчен пĕри пулса тăчĕ тесен те йăнăшмăп пулĕ. Çĕр, тĕрĕсрех каласан, çум курăк айне "путнă" лаптăксем хивре сăмах пуçарма хистеççĕ. Сухаласа акмасăр тăрса юлнă вырăнсем пит нумай мар та, çапах пур-ха Чăваш Енре.
Анчах тислĕк купинче те ылтăн курма пĕлмелле теççĕ-и-ха. Лару-тăру çав териех хурламалли мар. Ку ыйтупа ырă улшăнусем пулса иртме пуçланăран çапла калас килет.
Пушă вырттарас мар тесе - арендăна
Акă темиçе тĕслĕх кăна. Пĕлтĕр Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслевсенче пусă çаврăнăшне кĕртмен 1319,43 гектар çĕр тупса палăртнă. Пĕтĕмпе - 181 лаптăк. Ытларах юридици сăпатĕнчи çынсен çĕрĕсем пушă выртнă - 930,7 гектар. Уйрăм çынсем лаптăкĕсемпе усă курманни те сахал мар тĕл пулнă - 388,70 гектар. Ытларах Шупашкар, Вăрнар, Красноармейски, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр, Пăрачкав, Муркаш, Тăвай тата ытти районсенче ку енпе ĕçлесе çитерейменни палăрнă. Кăçал инспекторсем çав вырăнсенче тепĕр хут пулнă - предписание мĕнле пурнăçланине тĕрĕслес тĕллевпе. Асăннă йышран 974 гектара "хута яни" пирки пĕлтереççĕ инспекторсем. Аван ку! Çак хисеп пысăкрах та пуль. Специалистсем çур çул хушшинче пур çĕре те çитеймен-ха, хăшĕ-пĕрин çитменлĕхсене пĕтерме палăртнă вăхăт та тухман.
Çынсем ыйту çивĕчлĕхне чунран ăнланма пуçланине палăртмалла. Вăрнар районĕнче, сăмахран, пай çĕрĕсене арендăна пама пуçланă. Тĕрĕс, хăйсем вăй çитереймесен трактор-машинăллă е ытти техникăран аптраса тăман хуçалăхсем усă курччăр. Пайçа та усси пулатех, утă-улăм паниех мĕне тăрать. Шупашкар, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски районĕсенче те пайçăсем аренда килĕшĕвĕсене алă пуснă.
Райадминистрацисем тĕрĕслеме ыйтаççĕ
Кăçал управлени инспекторĕсен ĕç уйрăмах нумай. План, ăна Генпрокуратура çирĕплетет, тăрăх кăна 20 тĕрĕслев. Планпа пăхманнисем тĕлĕшпе 16 хут таранах çула тухма тивет. Ку, чăнах та, çĕр тĕлĕшпе татса паман ыйтусем пуррине пĕлтерет.
Хăйсен территорийĕсенче ахаль выртакан çĕрсене тĕпчеме ыйтса 6 район администрацийĕ асăннă ведомствăна çырупа тухнă. Элĕк, Шупашкар, Куславкка, Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Улатăр районĕсен ертÿçисем хăйсен тăрăхĕсемшĕн пăшăрханни япăх-и вара; Кăткăслăхĕ акă мĕнре кунта. Çырура кăтартнă лаптăксен хуçисене пĕлмесĕр тĕрĕслев ирттереймĕн - ку пĕрре. Çак информацие пĕлес тесе специалистсем ытти ведомствăсене çыру "шăршалаççĕ". Ку вара - вăхăт. Хуçин ятне-шывне пĕлсен ăна тĕрĕслев пуласси пирки пĕлтермесĕр юрамасть. Пайçăсăр е унăн шаннă çыннисĕр ун çĕрне тĕпчеме те ирĕк çук.
Паянхи кун тĕлне уйрăм çынсен пайĕсене тĕпчесси вăй илсе пырать тесен те юрать. Малтанласа 300 ытла пая тĕпчеме палăртнине пĕлтерет патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Воронова. Районсенчен килнĕ çырусене хуравланă май ку енпе ытларах вăй хума тивесси паллă.
Хальлĕхе çакна калама пулать. Ытларах чухне кăпăшка çĕре япăхлатнăран яваплăх пирки аса илтерме тивнĕ.
Сиене саплаштарнă:
8 миллион тенкĕ
Асăннă пурлăха хаклама тытăннипе çыхăннă тепĕр тĕслĕх пирки те асăнмасăр иртеймĕп. Сăмахăм пусă çаврăнăшне кĕртмесĕр хăварнă лаптăк пирки мар та, çапах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр шар курнă-çке. Сиенĕ вара, чăнах та, пысăк. "Средняя Волга" общество автостоянка йĕркеленĕ май пĕр гектарăн пулăхлă сийне юрăхсăра кăларнă. Стройматериалсем тăкнине пула тăпра органика япалисемсĕр юлать. Хăйăр, вĕтĕ чул тата ытти япала витĕр шыв тата сывлăш та лекмест.
Управленин 2011 çулхи çĕртме уйăхĕнчи постановленийĕпе килĕшÿллĕн обществăна Раççей Федерацийĕн КоАПĕн 8.6 статйин 2-мĕш пайĕпе айăплă тесе йышăннă. Ăна çитменлĕхсене пĕтерсе лаптăка усă курма юрăхлă тума ыйтнă. Анчах тепĕр виçĕ уйăхран та "лав" вырăнтан та тапранманни куçа тăрăннă. Автостоянка хăй вырăнĕнчех, машинăсем кĕреççĕ те тухаççĕ.
Асăрхаттарусене шута илменшĕн обществăна Шупашкар районĕн миравай судйи РФ КоАПĕн19.5 статйин 1-мĕш пайĕпе явап тыттарнă. Çапах çакă пулăхлăха тавăрассинчен хăтарма пултараймасть. Обществăна çак ĕçсем валли тепĕр çур çул панă.
Сиен 8 миллионпа танлашни, ăна саплаштарасси пирки те сăмах пуçараççĕ инспекторсем. Хăйсен ирĕкĕпе çакна пурнăçлама 10 кун параççĕ. Анчах та "лав" вырăнтах тăрать-ха. Ĕçе Чăваш Республикин Арбитраж судĕнче пăхса тухаççĕ, управлени тавăçне вăйрах хăвараççĕ.
Анчах общество çакăнпа çырлахма килĕшмест. Ĕç-пуçа çÿлерех судсенче - Владимир хулинчи Пĕрремĕш Арбитраж аппеляци судĕнче, ун хыççăн Федерацин Атăл-Вятка округĕнчи Арбитраж судĕнче – тишкернĕ. Унта та, кунта та общество çăхавĕ майлă пулман сăлтав тупăнман. Эппин, сиене саплаштармаллах.
Çак обществăпа çыхăннă самантсене ахальтен тĕплĕн çырса кăтартмарăм. Çĕр саккунĕсене пăснине йышăнать вăл. Çакăншăн штрафсене те вăхăтрах тÿленĕ. Анчах сиене саплаштарасси иккĕленÿ тата тавлашу çуратнă. Мĕншĕн тесен обществăн çĕрĕсене пĕр тапхăр урăх предприяти арендăна илнĕ пулнă. Шутласан, сиен кÿнинче унăн тÿпи те пулма пултарнă-çке. Анчах çакна общество çирĕплетсе парайман.
Нумаях пулмасть ку ыйтупа çыхăннă тепĕр хыпар çитрĕ управление. "Средняя Волга" çав-çавах сиене саплаштарнă. Палăртмалла, асăннă суммăна Шупашкар район бюджетне куçарнă. Кунта харăсах лайăх икĕ самант палăртмалла. Пĕрремĕшĕнчен, общество çĕре хисеплени курăнать. Иккĕмĕшĕнчен, бюджета куçнă укçана район çĕрĕсен пахалăхне ÿстермешкĕн усă курма яма пултарасси те чуна ăшăтать.
Н. Васильева,
управлени ĕçченĕ.