16 августа 2013 г.
Нумаях пулмасть Сиккассинчи культура çуртĕнче Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Тобурдановские родники" тата "Урюм река" кĕнекесен авторĕ Н.Бабанов çуралнăранпа 80 çул çитнĕ ятпа юбилей каçĕ иртрĕ. Николай Михайловичăн ĕçлĕ пурнăçне 1944 çулта Шмидт ячĕллĕ колхозра пуçланă. 1954-1957 çулсенче совет çарĕсен ГДРти группинче службăра тăнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласан 2004-мĕш çулччен ялти культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ. Вăл пуçарнипе культура вучахĕн çĕнĕ çуртне туса пĕтерсе хута янă. Николай Михайлович Чăваш Енри халăх университечĕсен ректорĕсенчен чи лайăххин ятне тивĕçнĕ. Вăл тăрăшнипе Сиккассинче районăн йĕркелесе илемлетекен мастерскойĕ уçăлнă.
Юлашки вăхăтра Н.Бабанов сăнарлă ÿнерпе кăсăкланма тытăнчĕ. Культура çуртĕнче унăн картинисен куравĕ ĕçлет. 2005 çулта Мускавра иртнĕ "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивалĕн лауреачĕ пулса тăнă. 2006-2007 çулсенче Раççейри тĕрлĕ куравсенче Чăваш Республикин чысне хÿтĕленĕ. Ăна "Ĕçри хастарлăхшăн", "Ĕçре палăрнăшăн" тата "Ĕç ветеранĕ" медальсемпе наградăланă. Вăл - Чăваш Республикин музыка искусствин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Сиккасси ялĕн хисеплĕ гражданинĕ.
Юбиляра саламлама пысăк хăнасем, тусĕсем, çывăх çыннисем, унăн ăсталăхне сума сăвакансем килчĕç. Вĕсен йышĕнче – район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Сиккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Вазинге, Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ, А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Чăваш наци библиотекин сотрудникĕ З.Оферкина, истори, филологи, биологи наукисен докторĕсем Т.Сергеев, Ю.Артемьев, К.Захаров тата ыттисем.
Юбилей каçĕ Н.Бабанов курава тăратнă картинăсен презентацийĕпе уçăлчĕ. Экспозицире 40 ытла ĕç, вĕсенчен пысăк пайне Сиккассине халалланă. Юбиляр ячĕпе нумай ăшă сăмах каларĕç, унăн хăйне евĕрлĕ талантне палăртрĕç.
Юбилей каçне Сиккассинчи Культура çурчĕн "Салам" ансамблĕн пултарулăхĕ илемлетрĕ. Николай Михайлович хăнасене хăйĕн "Урюм река" кĕнекине парнелерĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.