16 августа 2013 г.
Шăхасанти психиатри больницинче Медицина ĕçченĕсен кунне уявланă чухне О.Чердакова тĕп врач аллинчен ĕçре палăрнисем администраци грамотине илекенсем хушшинче çамрăк арçын та пулчĕ. Ун патне пырса сăн ÿкерттерме ыйтрăм, хамăр хаçатра пичетлес кăмăл пурри çинчен пĕлтертĕм. "Манăн атте сирĕн патра ĕçленĕ", - терă вăл куçран пăхса. Нумай шутласа тăма памарĕ, хуравне çийĕнчех пĕлтерчĕ. "Иван ятлă вăл, хушамачĕ Алексеев", – терĕ вăл. Ун çине тинкеререх пăхрăм. Чăнах та çак çамрăк çын – каснă лартнă хулапа районăн пĕрлештернĕ "Коммунизмшăн" хаçат редакцийĕн транспорт тата строительство пайĕн корреспондентĕнче ĕçленĕ Иван Алексеевич. Пĕр хушă фотокорреспондент та пулнăччĕ. Ывăлĕ çинчен час-часах каласа панине питĕ лайăх ас тăватăп, мухтанатчĕ вăл унпа, мăнаçланатчĕ.
Андрей шкултан вĕренсе тухсан Канашри 22-мĕш професси училищинче водитель профессине алла илнĕ. Часах ăна салтака илнĕ. Сывлăх енчен çирĕп, тĕреклĕ хул-çурăмлă йĕкĕте Ульяновскра тăракан сывлăш десанчĕн чаçне илнĕ. Кунта ăна автомашина шанса панă. Служба тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн, вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн командирсемпе начальниксем темиçе хутчен те тав тунă, кăкăр çине çкамалли паллăсемпе наградăланă.
Салтак тумне хывсан, тивĕçлĕ кану уйăхне ирттерсен психиатри больницине водителе вырнаçнă. Андрей Алексеев 1997-мĕш çултанпа "Нива" машинăна çÿретет. Шаннă техникăна юсавлă та тирпейлĕ тытать, кирек хăш вăхăтра та çула тухма хатĕр.
В.АЧЧА.