14 августа 2013 г.
Çулла – кану вăхăчĕ. Чылайăшĕ çак тапхăрта отпуска кайма тăрăшать. Студентсем экзаменсем тытса пĕтерсен ирĕкленеççĕ. Шкул ачисем те авăн уйăхĕччен вăй пухаççĕ. Çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тĕнчипе çывăхлатакансен çулла канма вăхăт пур-ши;
Анна Иванова çамрăк учитель Ачча вăтам шкулĕнче ĕçлет. Учитель профессине мĕншĕн суйланă-ха вăл; Уншăн çуллахи каникул пур-ши; Вăхăта епле ирттерет;
– 9-мĕш класчен юрист пулма ĕмĕтленеттĕм. Каярахпа шухăш улшăнчĕ, филолога вĕренме каяс килчĕ. Аттепе анне шухăшăма ырларĕç кăна мар, савăнчĕç те, мĕншĕн тесен иккĕшĕ енчен те çак професси çыннисен династийĕ пысăк. Алевтина Андреева вĕрентекен те мана тĕрĕс утăм тума сĕнÿ-канашпа пулăшрĕ. Вăл эпĕ лайăх педагог пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Паллах, аслисен сăмахĕ те чун туртнă профессие суйлама витĕм кÿчĕ, – ăнлантарчĕ Анна Руслановна.
Пукăртанра çуралса ÿснĕскер аттестат илнĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕл-лĕ ЧППУн вырăс филологи факультетĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Диплом илнĕ хыççăн ăçта ĕçлеме вырнаçасси чылай студента канăçсăрлантарать. Анна Иванова вара ку ыйтупа пуçа нумай çĕмĕрмен. Ял пурнăçне кăмăллаканскер тăван тăрăха таврăнма малтанах палăртнă. Пĕлтĕр университет пĕтернĕскер Ачча вăтам шкулĕнче учитель кирлине пĕлсен тÿрех килĕшнĕ.
Анна Руслановна – 9-мĕш класс ертÿçи. Класра 11 ача. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче, çамрăк педагог пĕлтернĕ тăрăх, йыш хушăнмалла.
– Класра икĕ хĕр ача çеç. Арçын ачасем тирпейлĕ, туслă пулни савăнтарать. Чи хакли – вĕсем малашне те ырă чунлă пулса пурнăçра тÿрĕ çулпа утасси. Çакă вара ытларах чухне çынран хăйĕнчен килет, – пĕлтерчĕ педагог.
Шкула – иккĕмĕш килпе, учителе аннепе танлаштараççĕ. 22-ри Анна вара хăйĕн вĕренекенĕсемшĕн аппăшĕ, чи çывăх тусĕ пекех. Вăл кăçал шкул çумĕнчи лагерьте воспитательре тăрăшнă, унта 40 ача каннă. Каникул пуçлансанах лагерь ĕçлеме тытăннă. Виçĕ эрне сисĕнмесĕрех иртнĕ. Апла пулин те ачасен çеç мар, тин кăна ĕçлеме пуçланă учитель асĕнче те чылай самант асра юлнă.
– Кĕçĕн классенче вĕренекенсенчен пуçласа аслисем таранах çÿрерĕç. Лагерь ĕçленĕ вăхăтра шкул ачисемпе Хусанти аквапарка кайса куртăмăр. Вĕсемпе пĕрле хама ача пекех туйрăм. Тĕрлĕ аттракционра ярăнтăмăр. Хăшĕ-пĕринчен хам та ларма хăрарăм, шăпăрлансене те инструкторсен асăрхаттарăвне асра тытса чартăм. Районти лагерьсен хушшинче спорт вăййисем те ирттерчĕç. Унта хутшăнтăмăр. Арçын ачасем минифутболла выляса 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Лагерь вĕçленнĕ кунхине Кивĕ Çавал хĕррине кайрăмăр. Вĕренекенсемпе пĕрле футболла вылярăм. Унтан документсемпе аппаланса, юсав ĕçĕсем туса пĕр уйăх иртни те сисĕнмерĕ. Халĕ эпĕ отпускра, – хаваслăн аса илчĕ волейболла, баскетболла выляма кăмăллаканскер. Тĕлĕкре те шкулпа, ачасемпе аташмасть-ши вăл; – Çулла тĕлĕк курма вăхăт çук. Курăк çулса типĕтмелле, пахчара тăрмашмалла. Çырла пиçет, варени-компот тумалла. Вĕренекенсем вара манмаççĕ, шăнкăравласа мĕнле пурăнни пирки ыйтаççĕ.
Ачасем Анна Руслановнăна ятран кăна чĕнмеççĕ-ши;
– Çук, эпĕ вĕсене çирĕп тытма тăрăшатăп. Ман патра виççĕмĕш сыпăкри шăллăм та вĕренет, шкулта шкулти пек пулмалли пирки калатăп. Эпир ÿснĕ вăхăтра учительсене ялта аппа-инке теттĕмĕр. Халĕ ачасем урамра курсан та ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ. Хисеплени, паллах, анчах аслă ÿсĕмрисем юнашар чухне мана çапла каласан вăтанатăп, – пуплерĕ А. С.Пушкин сăввисене, А.И.Куприн хайлавĕсене пуринчен те ытларах юратса вулаканскер.
Анна Иванова тăтăшах мар пулин те сăвăсем шăрçалать. Виçĕ çул каялла Пукăртан çыннисем пĕрле пухăнса хăйсем çырнă сăвăсен пуххине кун çути парнеленĕ. 17 автор хушшинче Аннăн ячĕ те çырăннă. Кĕнекене унăн икĕ сăвви кĕнĕ. Вăл шкул вăхăтĕнче çырнă кун кĕнекине, блокнотсене халĕ те упрать. Вĕсенчи йĕркесене, сăвăсене тантăшĕсемпе пухăнсан вулаççĕ иккен. Мĕнле ĕмĕтпе пурăнать-ха çамрăк педагог; Çак тытăмра ĕçлеме ăна мĕн вăй-хал парать;
– 1 -мĕш çул кăна ĕçленипе хамăн профессие ачасеме пĕрле вĕренсе-хăнăхса пыратăп. Пĕлÿ çуртне сукмак такăрлатакансем маттур, тăрăшуллă пулни малалла талпăнма хистет. Олимпиадăсемпе конкурссене, ăмăртусене хутшăнса çĕнтересчĕ. Халĕ, пушă вăхăт пур чухне, кĕнеке вулатăп. Шкул программипе çыхăннă литературăна та тепĕр хут тишкеретĕп, – пытармасăр калаçрĕ Анна Иванова.
Е.ТРОФИМОВА.