14 августа 2013 г.
Çак ыйту çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарнă май ашшĕ-амăшне пушшех кăсăклантарма пуçларĕ. Ара, вĕренÿ хатĕр-хĕтĕрне, шкул тумне тата портфель туянса хунипе кăна çырлахса лараймăн. Кăçал пуçласа пĕрремĕш класа каякан ачан ашшĕ-амăшне вара пуринчен ытларах çак ыйту хумхантарать: пĕчĕкскер шкул пурнăçне епле хăнăхĕ-ши; Вĕсене кăштах та пулин лăплантарас тата хăш-пĕр ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе сĕнÿ-канашпа паллаштарасшăн.
Ача шкула кайма хатĕррине мĕнле пĕлмелле-ха; Ку ăнлав кăткăс та анлă. Çапах унăн çак енĕсене сăнаса пăхăр, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ аталанса пыни, сывлăхĕ, ÿсĕмĕ, çаксем пурте сире ыйту хуравне тупма пулăшĕç. Пĕрремĕш класа çÿреме пуçлакансен сывлăхне шкула каяс умĕн врач тĕрĕслет, ача ÿсĕмĕ, йывăрăшĕ, ытти кăтартусене ятарлă карта çине çыраççĕ, паллă лартса хак параççĕ.
Психика тĕлĕшĕнчен ача мĕнлерех пулнине темиçе компонентран пĕлме пулать. Чи кирлисем çаксем: унăн интеллектуаллăхĕ, эмоцилĕхĕ, социаллăхĕ. 6-7 çулти ача шкула кайма пиçсе çитни çак ĕçсене тума пĕлнинчен паллă: пĕр-пĕр фон çинче фигурăна уйăрма, тимлĕхе пĕр çĕре пухма, пулăмсен çыхăнăвне логикăллă йĕркелеме, кăтартса панă тĕслĕхе хăй те туса кăтартма пултарни, алă хусканăвĕсен координацилĕхĕ. Эмоци тĕлĕшĕн-чен аталанса çитнине çак енсене пăхса пĕлме пулать: импульсивлă реакцисем çукки, йăлăхтаракан ĕçе вăрах вăхăт пурнăçлама пултарни. Ачан социаллă пиçĕлĕхĕ çинчен калас пулсан, çак енсене палăртмалла: тантăшĕсемпе хутшăнма хатĕр пулни, ушкăнра чухне хăйне тĕрĕс тытма пĕлни, учителе итлеме тата вăл хушнине пурнăçлама пултарни. Çак енсем ачара аталаннă пулсан вăл шкулта ăнăçлă вĕренме пултарасси пирки иккĕленме кирлĕ мар.
Ачана шкула хатĕрленĕ май ашшĕ-амăшĕн чи малтанах килте ачана пур енĕпе те йĕркеллĕ аталанса ÿсме кирлĕ условисем туса памалла. Ачана пĕчĕклех кун йĕркине пăхăнма хăнăхтармалла. Вăл ирхине ялан пĕр вăхăтра тăтăр, гимнастика тутăр, çăвăнса тасалтăр. Ирхи, кăнтăрлахи апатлану, кĕçĕн кăнтăр апачĕ тата каçхи пĕр вăхăтсенче пулмалла. Кашни кунах уçăлса çÿремелле. Телепередачăсем пăхасси 30 минутра ытла пулмалла мар. Кăнтăр кунĕнчи вăхăта ача ытларах хускануллă ĕçсенче ирттерни, выляса-чупни усăллă.
Пĕрремĕш класа каякан ачан килте хăйĕн ятарлă кĕтес пулмалла. Кунта лăпкăлăх, хăтлăх, хăрушсăрлăх хуçаланччăр. Хăйĕн сĕтелĕ хушшинче ачан ларас, шкултан парса янă ĕçсемпе аппаланас килсе тăтăр, çавăнпа сĕтел туяннă чухне çакна шута илĕр. Сĕтеле пĕр çуллăха кăна илмеççĕ, çавăнпа унăн пур ыйтăва та тивĕçтермелле. Вăл ДСПран тунăскер пулсан лайăхрах, çÿлти пайĕ ламинатран пултăр. Кун пек сĕтел çинче алă шумасть. Сĕтел хушшине ларсан ачан ури урайне лекмелле, лекмест пулсан ура пусмалли подставка кирлĕ, урасем сывлăшра çакăнса тăнă чухне хитре çырасси çинчен калаçмалли те çук. Пуканăн çÿллĕшне ачана кирлĕ пек йĕркелеме май пултăр, унсăрăн ун çинче лараканнин çурăм шăмми кукăрăлма пултарать. Сĕтел çине лартмалли лампăна хулăн тĕплине суйласа илĕр, вăл сĕтел çинче шанчăклă лартăр, йăпăр-япăр тÿнсе каяканни кирлĕ мар. Ачан куç çутине упрас тетĕр пулсан хăватлăхĕпе 60Вт çутатакан лампочкăллине туянăр.
Ача валли кĕтес хатĕрленĕ чухне тата çак правилăсене пăхăнăр:
- сĕтеле чÿречен сылтăм енне лартăр, кун пек чухне урамран кĕрекен çутă сĕтел çине тĕрĕс ÿкет, çакă ачан куç вăйне упрама пулăшать;
- сылтăм алăпа çыракан ача валли лампăна сулахай енне, сулахай алăпа çыраканни валли сылтăм енне лартăр, кун пек çыракан тетрадь çине алă мĕлки ÿкмест, çырма та, вулама та кансĕрлемест;
- сĕтелĕн çÿллĕшĕ ача ÿсĕмне тивĕçтермелле, ачана сĕтел хушшине лартăр та пăхăр: унăн чавсисем сĕтел çинче выртчăр, çав вăхăтрах унăн урисем урайне е подставка çине çирĕп пусса тăччăр;
- пĕрремĕш класс ачин сĕтелĕ çине компьютер ан лартăр! Вăл ачана килти ĕçсене тума чăрмантараканни кăна пулать;
- сĕтел çинче ручкăсемпе кăранташсене чиксе хумалли подставка пулсан аван, ытлашши япаласем кирлĕ мар.
Ача шкул пурнăçне хăнăхтăр тесен ашшĕ-амăшĕн çак тапхăрта ачасемпе юнашар пулма тăрăшмалла. Сирĕн ача ытлашши калаçма юратмасть пулин те ăна калаçтарма тăрăшăр, вăл шкулта мĕн пулса иртни çинчен пĕлтерсех тăтăр. Кăмăлсăрлантараканни мĕн те пулин пулса иртнĕ тĕк ăна пĕрле сÿтсе явăр, проблемăна пĕчĕк чухне татса пама çăмăлрах, кайран вăл пысăкланса кайма пултарать, ăна татса парасси те кăткăсланать. Ача характерне пĕлме çук, вăл хăвăрт улшăнать. Ачан мĕнле те пулин комплекс аталанса ан кайтăр, кайран ăна тÿрлетме кансĕр.
Ачана шкула çÿреме хавхалантарсах тăрăр. Унăн шкулти пурнăçĕпе интересленĕр, ун çитĕнĕвĕсемшĕн унпа пĕрле савăнăр, унăн ĕçĕсене хак парăр, тăрăшнăшăн ырлăр. Шкулта харпăр хăйне мĕнле тытмалли çинчен ачапа калаçăр, правилăсене мĕн тĕллевпе пăхăнмаллине ăнлантарăр.
Сирĕн ача шкула вĕренме каять. Унăн тÿрех пĕтĕмпех лайăх пулмасан та пултарать, йывăрлăхсенче ачана тĕрев парăр, йăнăшсемшĕн ан хурлăр.
Пĕрремĕш класс ачине кун йĕркипе пурăнма хăнăхтарни пĕлтерĕшлĕ. Ача ăна мĕнле пăхăннине сăнăр.
Сирĕн ачан сас паллисене каланă чухне йывăрлăхсем пурри сисĕнет пулсан ăна логопед патне илсе çÿрĕр. Малтанхи çулах çак çитменлĕхсене тÿрлетсен малашне ку енĕпе йывăрлăх пулмасть.
Çитĕнÿсем патне ăнтăлакан ачана тĕрев парса пырăр. Унăн кашни ырă, пуçаруллă ĕçне ырлама тăрăшăр. "Маттур!" тесе каланă сăмах ачан интеллектне ÿстерме пулăшать. Хăйне вĕрентекен учитель çинчен хисеплесе каланине шута хурăр.
Вĕренÿ вăл – кăткăс та яваплă ĕç. Шкула çÿреме пуçласан ачан пурнăçĕ нумай улшăнать, анчах унăн унчченхи савăнăçне, вăййисене туртса илме юрамасть. Пĕрремĕш класс ачин вылямалли вăхăчĕ çителĕклĕ пулмалла.
Çакăнта панă сĕнÿ-канашпа усă курса эсир хăвăр тĕпренчĕкĕре пулăшу парасса, çавна май вĕсем шкул пурнăçне çăмăллăнах хăнăхасса шанатăп. Пĕлÿ тĕнчинчи çул ăнăçлă пултăр сирĕн!
Л.ИВАНОВА,
Янкăлч вăтам шкулĕн
кĕçĕн классен учителĕ.