АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур ыйтăва та пăхса тухнă

14 августа 2013 г.

 Эрне кун район депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та пăхса тухнă. Ларăва яланхи пекех депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пынă.

Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Левый кăçалхи çур çулта оперативлă служба ĕçĕсен лару-тăрăвĕ мĕнле пулни çинчен отчет туса панă. Район администрацийĕн финанс пайĕн çĕнĕ редакцийĕпе хатĕрленĕ Положенине çирĕплетнĕ. Юридици секторĕн заведующийĕ М.Васильева муниципалитет службин вакантлă должноçне лартма конкурс ирттермелли тата çак енĕпе комисси туса хумалли йĕркесемпе тĕплĕн паллаштарнă. Районти ял тăрăхĕсен тĕрĕслевпе шутлав органĕсен муниципалитетăн финанс енчен тĕрĕслесе тăмалли полномочийĕсене районăн тĕрĕслевпе шутлав органне пама йышăннă.

Районăн Сиккасси ял тăрăхĕнчи куçман пурлăхне вырăнти ял тăрăхĕн пурлăхне куçарма йышăну кăларнă. Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕ çинчен калакан Положенине улшăнусем кĕртнĕ.

Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхне Ю.Алексеева Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăлама тăратнă.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика