14 августа 2013 г.
Çĕртме уйăхĕнче районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулнăччĕ. Унта вĕсем малта пыракан опытпа, ĕçтешĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнăччĕ.
Юн кун хĕрлĕчутайсем хăйсем пирĕн районти Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунне килчĕç. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа тата ĕçченĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе Ямаш, Çеçпĕл, Шăхасан тата Уçырма ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Кунта хăнасем культура, сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ учрежденийĕсен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Хăнасем уйрăмах Анаткасри В.Сергеев ертсе пыракан предприяти ĕçĕпе кăсăкланчĕç. Кунта виççĕмĕш çул тимĕр бетон ункăсем туса кăлараççĕ. Саккассем панине кура кунне 20 ункă хатĕрлеççĕ. "Экопласт" тулли мар яваплă пĕрлĕх – чăннипех те мини-завод. Ăна А.Афанасьев ертсе пырать. Предприятин продукцийĕ – тĕрлĕ виçеллĕ полиэтилен шыв пăрăхĕсем.
Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн ĕçĕ-сене йĕркелесе тăракан А.Ейков çул çÿрев нумайлăха асра юлнине, мĕн курни-илтнипе хăйсен районĕнче усă курма кăмăл пуррине пĕлтернĕ, кăтартса çÿренĕшĕн тав тунă.
А.ТЯМИНА.