АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суд йышăнăвне пурнăçламаншăн

09 августа 2013 г.

 Кайри Ăнтавăш арçынĕ Николай Николаев (ятне-шывне улăштарнă) 2012 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче çирĕп режимлă колонирен ирĕке тухнă. Çĕнĕ Шупашкар хула сучĕн йышăнăвĕпе ун тĕлĕшпе административлă надзор çирĕплетнĕ. Тĕрмерен тухсан виçĕ кун хушшинче Николаевăн районти шалти ĕçсен пайне пырса учета тăмалла пулнă. Анчах та вăл суд йышăнăвне шута илмен. Ăна саккунпа çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнмасан уголовлă яваплăх кĕтни çинчен ăнлантарнă пулнă-ха. Ирĕке тухсан вăл тăван ялне мар, кÿршĕ районта пурăнакан тăванĕ патне çул тытнă. Унта темиçе кун ирттернĕ хыççăн юлташĕсемпе пĕрле республика тулашне ĕçлеме тухса кайнă. 2012 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 5-мĕшĕччен унăн палăртнă кун 9 сехет тĕлне районти шалти ĕçсен пайне килмелле пулнă. Вăл çак суд йышăнăвне пĕрре те пурнăçламан, çавăнпа та ăна РФ Уголовлă кодексĕн 314.1 статйипе айăпланă. П.МЕСЯЦЕВ, дознаватель.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика