09 августа 2013 г.
Вырсарни кун, çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Канаш çыннисем харăсах икĕ уяв – Хула тата Чукун çул ĕçченĕсен кунĕсене – паллă турĕç. Савăнăçлă мероприятисен тĕп вырăнĕ хулан Тĕп лапамĕ пулчĕ. Хула администрацийĕн çурчĕ умĕнче ачасем валли тĕрлĕ аттракцион, батутсем, чуччу-карусельсем вырнаçтарнă. Кунтах ал ĕç ăстисен, предприяти изделийĕсен куравĕсене, сувенирсем сутассине йĕркеленĕ. Уява савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ И.Моторин, транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн çумĕ В.Степанов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, Раççей Федерацийĕн наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службăн Мускав хулипе ĕçлекен управленийĕн представителĕ, полицин генерал-лейтенанчĕ В.Давыдов, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Горький чукун çулĕн Канаш станцийĕн пуçлăхĕ А.Георгиев, Канаш епархийĕн иеромонахĕ Иосиф атте, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи А.Кипеч тата ыттисем хутшăнчĕç. Уяв программи хула пуçлăхĕ-хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В.Вишневский тата хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л. Иванова саламĕпе пуçланчĕ. Людмила Петровна Канашăн кун-çулĕпе, унăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Республикăн Министрсен Кабинечĕн председателĕ И.Моторин кирек мĕнле регион та çынсемпе хăватлине, Чăваш Ен муниципалитетсемпе вăйлине пĕлтерчĕ. Хăйĕн сăмахĕсене вăл пысăк наградăсем парса чысланипе çирĕплетрĕ. Канашра пурăнакан Людмила Евгеньевна тата Иван Борисович Глуховсем пĕрле çур ĕмĕр пурăнаççĕ, вĕсене çемье институтне çирĕплетес ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн "Юратупа шанчăклăхшăн" орденпа наградăларĕç. 6-мĕш вăтам шкулта пурнăç хăрушсăрлăх никĕсĕсене вĕрентекен О.Савчук Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ пулса тăчĕ. Канашри тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ М.Данилова Раççей Федерацийĕн Культура, "Шкулти апатлану комбиначĕ" муниципаллă предприятин директорĕ И.Вязигина Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствисен Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Кăçал Канаш хулин Хисеплĕ гражданинĕсен списокне тепĕр çын хушăнчĕ. Хула депутачĕсен Пухăвĕн 2013 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Канаш хулипе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхне М.Тазюкова нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата хулари обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн "Чăваш Республикинчи Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕ" ят панă. Нумай ачаллă çемьесене сцена çине чĕнсе илсе чысларĕç. Вĕсене асăнмалăх парнесем пачĕç. Уявăн савăнăçлă пайĕ концерт программипе вĕçленчĕ. Мордва юрăпа ташă патшалăх ансамблĕ "Умарина", Шупашкарти вокалпа инструментсен "Çеçпĕл", "Шаг. Вдох" ансамблĕсем, Мускаври О.Оболенская ертсе пыракан эстрада шансонĕ, Канашри эстрада юрăçисемпе ушкăнĕсем пысăк концерт лартса пачĕç. Л.Князева ертсе пыракан "Мисс Волга" модель агентстви О. Свойкина ăстаçăн ĕçĕсене кăтартрĕ. Уяв фейерверкпа вĕç-ленчĕ. В.АЛЕКСЕЕВ.