09 августа 2013 г.
Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ. Кунта "Аридаль" тулли мар яваплă пĕрлĕх вĕренÿ учрежденийĕн çуртне çу пуçланнăранпа юсаса çĕнетес ĕçсем тăвать. Ытлари кун район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕсем А.Егоровпа В.Алантьева строительсен ĕçĕсемпе интересленчĕç. Реконструкци мĕнле пынипе пĕрлĕх директорĕ Ю.Альхимович, тĕп инженерĕ А.Степанов тата шкул директорĕ Н.Петрова паллаштарчĕç. – Ĕçе çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçăнтăмăр. Шкул çурчĕн фасачĕн стенисене ватса çĕнĕрен купаларăмăр, çурт тăррине витсе пĕтеретпĕр, сантехника ĕçĕсене тăватпăр, çĕнĕ канализаци хыватпăр, никĕссене çирĕплететпĕр, стенасем çумĕнчи тăпрана типĕ тăратма канавсем чаватпăр, чÿречесемпе алăксене улăштаратпăр, электрохатĕрсене вырнаçтаратпăр. Çĕр типсе çитсен территорине асфальт сарма пуçлатпăр,– терĕ Юрий Александрович. Вăл каланă тăрăх, реконструкцин пĕрремĕш тапхăрне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне вĕçлеççĕ, шкул хăйĕн воспитанникĕсене йышăнĕ. Иккĕмĕш тапхăрта шалти ĕçсене тума, çурта илемшĕн якатса юсама палăртнă. Строительсене шкулăн вĕрентекенĕсемпе техслужащийĕсем те сисĕмлĕ пулăшу кÿреççĕ. Вĕсем стенасемпе маччасене сăрлаççĕ, картишĕнчи стройка каяшĕсене тасатаççĕ. Педагогсен коллективĕн вăйĕпе картиш хĕрринче кивĕ кирпĕчсенчен туалет çĕкленчĕ. Аслă классенче вĕренекенсем класс ертÿçисемпе пĕрле чÿречесене çăваççĕ, классене тасатса тирпейлеççĕ, сăрлаççĕ. – Кăçал шкул алăкне 110 ача уçса кĕрĕ. Вĕсем вĕренÿ çулне ăнăçлă пуçлаччăр тесе эпир те, вĕрентекенсем, вăй çитнĕ таран тăрăшатпăр. Юсав пуçланнăранпа строительство терминĕсене те, хăш-пĕр ĕçĕсене тума та вĕренсе çитрĕмĕр, - терĕ шкул директорĕ Н.Петрова. В.АЧЧА.