АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх çанталăкра ĕçлеме те кăмăллă

09 августа 2013 г.

 "Восход" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн 75 гектар йышăнакан урпа анинче икĕ "Нива" комбайн "хăлаçланать". "Ватлăхне" пăхмасăр малаллах талпăнаççĕ, колхозсем вăхăтĕнчех вĕсем тинĕс евĕр сарăлса выртакан тырă уйĕсем тăрăх карапсем евĕр "ишнĕ". "Уй-хир карапĕсенчен" пĕрин штурвалĕ умĕнче – вырма ĕçĕсене темиçе çул хутшăннă Н.Викторов механизатор. Тепĕр комбайнне Ю.Паторов ĕçлеттерет. Пĕрлĕх ертÿçи В.Петров ĕççи мĕнле пынипе паллашма килнĕ райадминистраци пуçлăхне В.Софронова тата унăн çумне А.Егорова, агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхне В.Никонорова уй-хир ĕçĕсем çинчен кĕскен пĕлтерчĕ. Вăл каланă тăрăх, комбайнсем хире утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче тухнă. Çумăрсене пула вырма ĕçĕсене вăхăтлăха чарма тивнĕ. Халĕ вĕсем çĕнĕрен вăй илсе хăвăртлăхне ÿстереççĕ. Урпа гектартан вăтамран 19 центнер тухать. – Çулсерен çурхи тырăсем çеç акса хăваратăп. Мĕнле иртерех акатăн, тухăçĕ çавăн чухлĕ аванрах, - тет Ваячеслав Васильевич. Унăн сăмахĕсем вара чăна тухаççĕ. Çĕре акма агротехника правилисене çирĕп пăхăнса хатĕрлет, тĕрлĕ им-çампа вăхăтра апатлантарать. Уйĕсем таса. Тăрăшни, тар юхтарни вара çитĕнÿ кÿретех. В.Петров ял хуçалăхĕнче 1983 çултанпа. Опычĕ пысăк, çынна вĕрентмелĕх те, канаш памалăх та пур. Кăçал районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче Вячеслав Васильевича агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç. Хуçалăхра выльăхсен хисепĕ 140 пуç, вĕсенчен сăвакан ĕнесем – 50. Вĕсене хĕл каçарма 600 тонна сенаж хывнă, 80 тонна утă хатĕрленĕ. Кашни ĕне талăкра сĕт вăтамран 12 килограмм антарать. В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика