АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватти-вĕтти хисеплет ăна

07 августа 2013 г.

 А.Тарасова нумай çул Катекри çăкăр пекарнинче, каярахпа Канашри электропогрузчиксен заводĕнче ĕçленĕ. Вăрçăн йывăр çулĕсенче Иваново облаçĕнче торф кăларнă, вăрман каснă, салтаксем валли чăлха-алсиш çыхнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр колхозра тăрăшнă. Иртнĕ çул сывлăхĕ хавшанă пирки талăкра 20 литр сĕт антаракан ĕнине Çĕрпÿри мăнастира парнеленĕ. Антонина Яковлевна Турра питĕ ĕненет. Чиркÿ йăлисене, типĕ тытмалли йĕркесене çирĕп пăхăнать. Ĕçе питĕ юратать. Кунĕпех килĕнче кăштăртатать, ăна тирпейлĕ тытать. Пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасатать, кĕпе-йĕм, урай çăвать, кирлĕ пулсан çĕвĕ машинипе тумтир çĕлет тата ытти ĕçсене тăвать. 90 çул тултарнă ятпа саламлама килнĕ хăнасене хăй пĕçернĕ тутлă кукăльпе сăйларĕ. Уçă та ырă кăмăлĕпе çынна хăй патне туртать. Çавăнпа та ăна ватти-вĕтти хисеплет. Антонина Яковлевнăн мăшăрĕ Василий Тарасович Сталинградпа Ленинграда хÿтĕленĕ. Вăрçă хыççăн колхоза ертсе пынă. Вун пилĕк çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Тарасовсем хĕрпе 5 ывăл çитĕнтернĕ. Пиллĕкĕшĕ искусство çулĕпе кайнă. Антонина Яковлевнăн 10 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук. 90 çулхи юбилейпе тыл ĕçченне, ĕç ветеранне А.Тарасовăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Аввакумов саламларĕç. Ялти артистсем ун ячĕпе илемлĕ чăваш юррисем шăрантарчĕç. А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика