АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурма тăлăх ÿснĕ

07 августа 2013 г.

Çĕршывра граждан вăрçи кĕрленĕ вăхăтра, 1918 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Матькасси ялне çĕнĕ çын килнĕ. Ăна чиркÿре Анфиса тесе çыртарнă. Çурма тăлăхăн ачалăхĕ çăмăл пулман, амăшĕпе ÿснĕ вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нумай нуша тÿсме тивнĕ: Тăвай районĕнче окоп чавнă, Йĕпреç районĕнчи Буинск поселокĕ çывăхĕнче вăрман каснă, турттарнă, вакунсем çине тиесе Канашри катка-пичке тăвакан артеле ăсатнă, колхозра кăвак çутăран пуçласа тавралăха хура чаршав карса иличчен ĕçленĕ. Турă пÿрни Анфиса Петрован Атнаш каччи Иван пулнă. Вĕсем икĕ ывăлпа хĕр ÿстернĕ. Петровсем колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Халĕ Иван Петрович çук ĕнтĕ. Сакăр çул каялла Анфиса Петровнăна Асхва ялĕнче тĕпленнĕ хĕрĕ Галина хăй патне илсе кайнă. Пысăк çуртра иккĕшех пурăнаççĕ. Галина Ивановнăн икĕ ача, çемьеллĕ. Пĕри Шупашкарта, тепри Вырăскас Пикшихре тымар янă. Хăй ялти медицина пунктĕнче санитаркăра ĕçлет. Анфиса Ивановнăн 11 мăнук, кĕçĕн мăнукĕсем те пур. Ватлăха пăхмасăр килти хуçалăхра вăйĕ çитнĕ таран кăштăртатать. Иртнĕ пурнăçăн хăш-пĕр саманчĕсене лайăх ас тăвать. Юратнă юррисем те пур. Юрласа пама сăмахĕсене ниепле та аса илейменнишĕн куляннипе темиçе хутчен ассăн сывласа илчĕ. Анфиса Петровнăна 95 çул тултарнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева, Асхва ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванов чечек çыххисем, парнесем пачĕç, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне менелник çынни патне çитерчĕç. Анфиса Петровна килнĕ хăнасене хăйне хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав турĕ, хăй пекех вăрăм ĕмĕрлĕ пулма çирĕп вăй-хал сунчĕ. В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика