07 августа 2013 г.
Афганецсен скверĕнче Сывлăш-десант çарĕсем 83 çул çитнĕ ятпа савăнăçлă митинг иртрĕ. Унта Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе çак ятлă-сумлă çарта пурнăçланисем хутшăнчĕç. Кăвак тельняшкăсемпе беретсем симĕс йывăç-курăкпа пĕрлешнипе тавралăх пушшех те илемлĕрех пек туйăнчĕ.
Митинга Афганистан ветеранĕсен пĕрлĕхĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Г.Николаев уçрĕ. Уяв ячĕпе Сывлăш-десант çарĕсен тĕп штабĕн пай пуçлăхĕ Э.Смирнов, ДОСААФăн Канашри автошкулĕн пуçлăхĕ В.Анисимов, Афганистан вăрçин инваличĕсен Канашри организацийĕн председателĕ Е.Львов саламларĕç. Гварди полковникĕ Э.Смирнов саппасри десантниксен ушкăнне "Арми генералĕ Маргелов", "Паттăрлăхпа хăюлăхшăн" медальсемпе, Сывлăш-десант çарĕсен командующийĕн В.Шаманов генерал-полковникăн грамотипе наградăларĕ.
Пуçĕсене хунă десантниксене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, монумент умне чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç, пĕр-пĕринпе паллашрĕç, салтак пурнăçĕнчи интереслĕ самантсене аса илчĕç, "çунатлă" пехота çинчен хывнă юрăсене юрларĕç.
В.АЧЧА.