07 августа 2013 г.
Кашни çулах вĕсем августăн 2-мĕшĕнче, Десантниксен кунĕнче, Вăтапуçĕнче иртнĕ вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк умĕнче пуçтарăнаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра, тĕрлĕ çĕрте службăра тăнă, ахаль чухне пĕр-пĕринпе курса та калаçаймаççĕ пулĕ, çак кун вара нимĕнле сăлтава та пăхмасăр тĕл пулаççех. Малтан ялти чиркĕве кайса десантниксене хÿтĕлекен Илле пророка сума суса çурта лартаççĕ, унтан десантниксен ялавне мăнаçлăн çĕклесе вăрман уçланкине уяв тума каяççĕ. Пилĕк ялтан пухăнаççĕ вĕсем çак кун: Пĕршенертен, Вăрăмпуçĕнчен, Вăтапуçĕнчен, Кайăкьялĕнчен тата Çатăркаçырминчен. Пĕрле сăн ÿкерттернĕ çĕре вăрăмпуçсемпе пĕршенерсем çитеймерĕç, каярахпа килме шантарчĕç. Сăн ÿкерчĕк çинче эсир Николаев Анатолий Петровича, Семенов Владимир Васильевича, вăл Афган вăрçине хутшăннă, ăна "Çапăçури тивĕçлĕ ĕç-семшĕн" медальпе наградăланă, Трофимов Владимир Сергеевича, Малов Геннадий Григорьевича тата Кужаков Андрей Васильевича куратăр. В.ЛАПИН.