АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр енне ĕçсем нумайланаççĕ

07 августа 2013 г.

Тунти кун район администрацийĕн пайсемпе службăсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе ирттернĕ анлă планеркăра калаçу, тĕпрен илсен, вырма ĕçĕсем, шкулсемпе ача сачĕсенчи юсав ĕçĕсем, çĕр пайĕсене регистрацилемелли çинчен пычĕ.

Районта вырма ĕçĕ мĕнле пынипе райадминистрацин ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн начальникĕ В.Никоноров паллаштарчĕ. Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен 13617 гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртмелле. Çав шутран 2343 гектарне кĕрхи культурăсем йышăнаççĕ. Çурхи тырăсем – 11266 га: çурхи тулă – 4703 га, урпа – 5486 га, сĕлĕ – 746 га; пăрçа йышшисем – 331 га, вĕсенчен 67 гектарĕ – пăрçа. Çĕр ĕçченĕ умĕнче паян пĕр тĕллев – мĕн акса ÿстернине тăкаксăр пухса кĕртесси. Шел те, юлашки вăхăтра çăвĕпе çуман çумăр лÿшкесе анасене тачкалантарса ячĕ. Çавăнпа та комбайнерсен çанталăкран хĕвеллĕ кунсем "вăрлама" тивет.

Августăн 5-мĕшĕ тĕлне 1533 гектар çинчен 28415 центнер тĕш тырă çапса илнĕ. Гектартан тухакан вăтам тухăç – 19 центнер. "Путь Ленина" ЯХПК, "Канмаш" ООО, И.Лукиянов фермер хуçалăхĕ вырмана кăçал чи малтан тухнă. Çавăнпах вĕсем кĕрхисене те типĕ çанталăкра вырса-çапса илме пултарнă.

Выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлесси малалла пырать. Ку вăхăт тĕлне 4671,5 тонна утă (кирлин 134,5 проценчĕ), 9884 т сенаж (планпа 10100 т кирлĕ) хатĕрленĕ. Силос 9 пин тонна кирлĕ пулсан, ăна паянхи куна 650 тонна кăна янтăланă.

Тепрер эрнерен кĕрхисене акмалли вăхăт çитет. Кăçал районта 6 пин гектар çинче кĕрхи тĕш тырă акса хăвармалла. Ку ыйтупа паян "Канмаш" ООО уйрăмах тимлĕ пулни курăнать. Кунта 2284 га çĕр хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах "Канаш", "Пинер" ОООсенче пĕр гектар çĕр те хатĕр мар. Пĕтĕмпе 1800 тонна кондициллĕ вăрлăх кирлĕ. Çавăнпа та вырăнти ертÿçĕсен кĕске вăхăтра пухса илнĕ тырăран таса вăрлăх хатĕрлессине тата ăна вăрлăх хатĕрлекен хуçалăхсенчен кÿрсе килессине йĕркелемелле.

Кĕрхи ырашран тупăш илес тесен ăна августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен акса хăвармалла. Акана сентябрĕн 5-мĕшĕччен вĕçлемелле. Çак сроксене пăхăнса ĕçлесен çеç тухăç та, тупăш та илме пулать. Хуçалăхсене пулăшма ял çыннисене вырмана явăçтармалла, уйрăмах йĕтем çинчи ĕçсене тума.

Чăваш Ен Патшалăх ветеринари службин ветнадзор пайĕн аслă инспекторĕ Г.Степанов сыснасен африка чуми çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ку чир тĕлĕшпе çĕршыври лару-тăру йывăр. Чир тĕрлĕ мелпе сарăлать, мĕнпур выльăха тĕп тума пултарать. Африка чумине пула шар курнă Раççей регионĕсенчи тĕслĕхсене илсе кăтартрĕ. 2013 çулта çĕршыври 12 субъектра çак мур 41 хутчен алхаснă. 2007 çултан пуçласа кăçалхи августчен 90 пин пуç сыснана тĕп тума тивнĕ. Гемел Валерьевич çавăн пекех РФ административлă кодексĕн ветеринари çинчен калакан пайне улшăнусем кĕртни çинчен те пĕлтерчĕ. Выльăх-чĕрлĕх виллине пытарнăшăн, выльăхсене турттармалли правилăсене пăснăшăн, ирĕк илмесĕр выльăх туянса (илсе) килнĕшĕн тата пуснăшăн хуракан штрафсен сумми ÿснĕ: уйрăм çынсене – 5 пин тенкĕ таран, должноçрисене – 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпатĕнче тăракансене 1 миллион тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Сыснасене урамра ирĕкре çÿретме юрамасть. Ял хуçалăх предприятийĕсенче е килте сысна вилсе кайрĕ пулсан ун çинчен çийĕнчех ветеринари службине пĕлтермелле. Хальхи вăхăтра пирĕн районта уйрăм çынсем тата хушма хуçалăхсем çитĕнтерекен 5 пин пуç сысна шутланса тăрать.

Райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Поляков район тата ял тăрăхĕсен бюджечĕсене укçа-тенкĕ хывасси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Камăн бюджечĕ пуянрах, çавăн вырăнта йĕрке хуçаланать.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен вăхăт нумаях юлмарĕ. Унччен палăртнă ĕçсене вĕçне çитермелле. Вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, июнь-июль уйăхĕсенче шкулсемпе ача сачĕсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕнче пысăк ĕç пурнăçламалла: шкулăн умĕнчи пайне, унăн стени питĕ пысăк çурăлса кайнăччĕ, çĕнĕрен хăпартма пуçланă. Районти чылай шкулта учительсене ĕç вырăнĕ кĕтет. Акă, сăмахран, Шăхасан вăтам шкулĕнче вожатăй тата технологи учителĕ, Ачча тата Ăвăспÿрт Кипеч шкулĕсенче – акăлчан чĕлхине вĕрентекен, Хучел шкулĕнче – чăваш чĕлхине вĕрентекен, Аслă Мами шкулĕнче математика, вырăс чĕлхи, ИЗО учителĕсем кирлĕ.

Ача сачĕсене аталантарма уйăрнă укçа-тенкĕпе Вырăскас Пикшихри ача садĕнче 6-мĕш ушкăн, Аслă Мамири садикра 2-мĕш, Карăклăра 4-мĕш ушкăн уçма палăртаççĕ. Асхвара комплекслă-компактлă строительство ĕçĕсем туса ирттернĕ май кунти пуçламăш шкула юсаса çĕнетнĕ. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентÿ çинчен калакан çĕнĕ саккун вăя кĕрет. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов шкул тумĕ хатĕрлессипе çыхăннă ĕç-пуçа хăвăртлатма ыйтрĕ. Вĕрентÿ сферинчи ыйтусене учительсен августри конференцийĕнче, вăл çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шăхасан вăтам шкулĕнче иртет, тĕплĕнрех сÿтсе явĕç.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В.Павлов каланă тăрăх, паянхи кун тĕлне районта 5706 çĕр пайне муниципаллă харпăрлăха регистрациленĕ. Мĕнпурĕ 10 пин гектар ытла. "Республикăра регистрациленĕ кашни виççĕмĕш çĕр пайĕ – пирĕн", – терĕ Валерий Петрович.

Канаш хулипе районĕнче çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслекен патшалăх инспекторĕн çумĕ А.Козлов тепĕр çивĕч ыйтăва хускатрĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çурт-йĕр çавăрма уйăрса панă 103 çĕр участокĕнчен 48-шĕпе кăна тĕллевлĕн усă курни курăннă. 23 участок çинче вуçех нимĕн те туман, хыт-хура кашласа ларать, тепĕр 32 участокĕпе тĕллевсĕр усă кураççĕ.

Янкăлч тата Асхва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем суйлавçăсен наказĕсене пурнăçласа тата тавралăха тирпей-илем кÿрессипе мĕнле ĕçсем туса ирттернипе паллаштарчĕç.

Канашлăва пĕтĕмлетсе райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов çанталăк условийĕсене пăхмасăр вырма ĕçĕсене, халăхран налук пухассине хăвăртлатма, çĕр пайĕсене регистрацилессине вăраха ямасăр татса пама чĕнсе каларĕ.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика