АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйăхлăх тимлĕрех пулма ыйтать

02 августа 2013 г.

Трактор, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти техника тытакан предприятисемпе организацисемшĕн тата уйрăм çынсемшĕн çурла уйăхĕ йăлана кĕнĕ "Трактор" профилактика операцийĕпе паллă. Кăçал та вăл ĕнертен, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланчĕ, 31-мĕшĕнче вара вĕçленет. Çак уйăхлăхăн тĕллевĕ - тракторсен, вĕсен прицепĕсен, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕрпе строительство ĕçĕнче усă куракан ытти техникăн юсавлăхне тĕплĕн тĕрĕслесси. Техника ĕç вăхăтĕнче инкек ан кăтарттăр тесен, унăн ятарлă нормативсене пăхăнмалла, урăхла каласан, çын пурнăçне хăрушлăх кÿмелле мар, тавралăха та сиенлемелле мар. Ял хуçалăх ĕçĕнче машинăсемпе оборудованисене пĕлсе,правилăсене тĕпе хурса эксплуатацилемелле тата ытти те. Профилактика операцине икĕ ведомство - Чăваш енĕн патшалăх техника надзорĕпе Шалти ĕçсен министерстви - пĕрле ирттереççĕ.

Çакна кура тракторсене ĕçлеттерекен предприятисемпе организацисен, çавăн пекех уйрăм çынсен техникăна çула кăларас пулсан, трактористсен çумра техникăна регистрациленин свидетельстви, ОСАГО страховани полисĕ, категорине палăртакан удостоверени (срокран тухни мар) тата ытти кирлĕ документсем пулмаллине манас марччĕ.Тĕрĕслеве лекнĕ техника хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермест пулсан, унпа ĕçлемешкĕн чарма ирĕк пур.Пирĕн районпа хула территорийĕнчи тĕрĕслеве ытти районсенчи техника надзорĕн инспекторĕсем те хутшăнĕç. Çакнашкал пĕрлехи тĕрĕслевсем пĕрре мар иртеççĕ.

Палăртар, хăй тĕллĕн çÿрекен техника хисепĕ Канаш районĕпе хули территорийĕнче çулсерен ÿссех пырать. Калăпăр, кăçалхи çурла уйăхĕ пуçламăшĕ тĕлне вăл 1422 единицăпа танлашнă,

А.ПЕТРОВ,

Канаш районĕн патшалăх техника надзорĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика