02 августа 2013 г.
Шалти ĕçсен органĕсенче службăра тăнисенчен кашниех çак службăн хăйне евĕрлĕхне тата унти ĕç йывăрлăхне лайăх пĕлет.
Информаци калăпăшĕ, кашни кунах çынсемпе хутшăнни, ытларах чухне вара криминалпа тĕл пулни, хăрушă лару-тăрури ĕç... Çаксем пурте сывлăха витĕм кÿреççĕ. Вунă çул службăра тăнă сотрудниксенчен нумайăшĕ вăраха кайнă чирсемпе аптрани вăрттăнлăх мар. Апла-и капла-и, шалти ĕçсен органĕсенче вăй хуракансем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Ăнсăртран лекнĕ çынсем кунта вăрах вăхăт тытăнса тăраймаççĕ. Полици органĕсенче ĕçлеме чун туртни кирлĕ. Отставкăна тухнă сотрудниксенчен чылайăшĕ "гражданкăра" хăйсен вырăнне тупаймасăр çухалса каять, вĕсем кунти пурнăçа ăнланмаççĕ. Çакнашкал йывăрлăха ан лекчĕр тесе ШĔМ системинче ĕçленĕ ветерансен канашĕсем тата Обществăлла канашсем ĕçлеççĕ.
Районти шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи ветерансен канашĕ 1990 çулта йĕркеленнĕ. Вăл шалти ĕçсен пайĕн 72 ветеранĕпе пенсионерне пĕрлештерсе тăрать. Канаша милицин отставкăри подполковникĕ А.Н. Егоров ертсе пырать. Ветерансене пенсионерсен пурнăçĕ кăна мар, шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕ-хĕлĕ те канăç памасть. Вĕсем право пĕлĕвĕсене халăх патне çитерес, çамрăк сотрудниксем вĕрентсе хатĕрлес, служба ĕçĕнчи йывăрлăхсене татса парас ĕçсене хастар хутшăнаççĕ.
2013 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи ĕç-хĕле тишкернĕ çĕре ветерансен канашĕн председателĕ А.Егоров тата Обществăлла канаш председателĕ, милицин отставкăри подполковникĕ Ю.Иванов хутшăнчĕç. Юрий Иванович административлă йĕркене пăснăшăн полицине лекнĕ çынсене тытмалли пÿлĕмсене, процессуаллă ĕç иртекен пÿлĕме хăй кĕрсе тĕрĕслет, ĕçе йĕркелемелли сĕнÿсемпе пулăшать, çамрăк сотрудниксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен мĕнле пулмаллине ăнлантарать.
Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн шалти ĕçсен органĕсен çумĕнче Обществăлла канашсем йĕркеленĕ. Вĕсен йышне кашни çулах çĕнетсе çирĕплетеççĕ. Положенипе килĕшÿллĕн канашăн йышне августăн 22-мĕшĕччен йĕркелесе çитермелле. Обществăлла канаш членĕ пулас кăмăллисен районти шалти ĕçсен пайне пырса заявлени çырмалла, анкета ыйтăвĕсене хуравламалла е çак хутсене çырупа ярса памалла.
А.ЛЕВЫЙ,
районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ, полици подполковникĕ,