02 августа 2013 г.
Рая Иванова, Янкăлчри вăтам шкултан вĕренсе тухсан, аслă пĕлÿ илес ĕмĕтпе, Хусанти химипе технологи институтне вĕренме кĕме документсем кайса парать. Анчах çав кунах йышăну комиссине икĕ сехет хушши ÿкĕтлесе документсене каялла илет те киле таврăнать.
- Мĕншĕн, Раиса Дмитриевна; Шкулта хими сирĕн чи юратнă предмет пулнă, экзаменсене ăнăçлă тытса студент пулнă пулăттăр...
- Пăхатăп та, пулас студентсем пурте шукăль тăхăннă, ашшĕ-амăшĕпе пынă. Манăн çийри кĕпе те хамăн пулман, ăна Хусана кайма тантăш хĕртен, Калисăран, ыйтса илнĕччĕ. Мана вĕренме питĕ йывăр пулать терĕм. Тăхăнмалли çук. Атте вилнĕ, анне пĕччен тăватă ачапа. Эпĕ асли. Вырăнти влаçсем аннене икĕ ачине ача çуртне леçме сĕннĕ. Анне яхăнне те ямарĕ: "Темле начар пурăнсан та хам çуратнă ачасене хамах пăхса ÿстеретĕп". Асанне çапла каларĕ: "Рая, колхозра ĕçлесе ура çине тăраймăн, сан ăçта та пулин аякка каяс пулать". Çулталăк хушши Омскра ĕçлесе пурăнтăм, унтан иккĕмĕш сыпăкри пичче хăй патне Эстонине чĕнсе илчĕ.
- Вăл тата унта мĕнле лекнĕ;
- Салтакра пĕр эстонецпа паллашса кайнă вăл. Лешĕн те ашшĕ, те амăшĕ вăрçă вăхăтĕнче чăвашра эвакуацире пулнă та, чăвашсем çинчен ырăпа кăна асăннă. Чăнах та, эстонецсем чăваш пекех, питĕ лăпкă, ĕçчен халăх. Вĕсен чĕлхине вĕренме те мана йывăрах пулмарĕ, мĕншĕн тесен вĕсен те, чăвашсенни пек, ÿ, ă, ĕ уçă сас паллисем пур.
Раиса Иванова, халĕ вăл упăшки хушамачĕпе Черенкова, Таллиннри машинăсем тăвакан заводра тимĕрçĕ цехĕнче мастерта ĕçленĕ, ĕçленĕ хушăрах каçхи техникумран вĕренсе тухнă.
Эстонире 46 çул пурăнать пулин те вăл тăван яла, тăван чĕлхене манса каймасть. Кашни çул отпуска килсе каять, тăванĕсемпе, шкулта пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсемпе тĕл пулса чăвашла калаçса чунне кантарать. Сăмах май каласан, Рая Таллиннра лайăх тĕпленсе пурăнма тытăннă хыççăн амăшне те, Коля шăллĕне те, Маринăпа Люба йăмăкĕсене те хăй патне илсе каять.
- Куçса кайнă чухне ашшĕ çуртне сутса хăварнăшăн Рая паян кун та питĕ кулянать, - тет унăн тантăшĕ, Янкăлч шкулĕн учительници Калиса Иванова. - Тăван яла килсен пурăнма питĕ кирлĕччĕ, тет. Эпĕ Рая йăмăкĕ Люба Эстоние мĕнле кайнине паянхи пек астăватăп. Вăл колхозра дояркăра ĕçлетчĕ. "Каймастăп ялтан, мĕн тăвас ман унта, эпĕ вырăсла калаçма та пĕлместĕп!" - тесе куççульпе макăрчĕ вĕт. Халĕ курасчĕ сирĕн Любовь Дмитриевнăна! Тахçан колхозра дояркăра ĕçленĕ тесе ăна никам та калаймĕ!
- Раиса Дмитриевна, вырăнти халăхпа мĕнле хутшăнатăр; Сăмахпа е мĕнпе те пулин кÿрентерни пулман-и;
- 46 çул пурăнатăп унта, пĕр çын та сивĕ сăмах каласа кÿрентермен. Эстонецсене пирĕнпе калаçса вырăсла вĕренни хăйсене усăллă. Çамрăксем ĕçлеме Германине, Францине çÿреççĕ те, унта эстони чĕлхипе кам калаçать;
- Таллиннра чăвашсем пур-и;
- Вĕсем таçта та пур. Чăвашсен пĕрлешĕвĕ Таллиннра тĕрлĕ мероприяти ирттерет, унта маларах хам та хаваспах çÿренĕ, Шупашкара пырса телевиденипе концерт та кăтартнă Эстонири чăвашсем. Пирĕн пата чăвашран искусство çыннисем те пыра-пыра каяççĕ. Сăмахран, ман йăмăк патĕнче Раиса Сарпи темиçе хутчен те пулнă. Эпир ăна чи хаклă хăнана кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илнĕ.
- Ачасем чăвашла пĕлеççĕ-и;
- Манăн икĕ ача та тăватă мăнук. Паян кун та ачасене тăван чĕлхене вĕрентменшĕн кулянатăп.
- Эпĕ хам та Рая патĕнче Таллиннра хăнара пулнă, - калаçăва хутшăнать Калиса Михайловна. - Мана эстонецсен культури питĕ тĕлĕнтерет. Вĕсен пур çĕрте те тап-таса. Сăмахран, пирĕн Канашри нумай хутлă çуртсен подъезчĕсене кĕр-ха: сигарет тĕпĕсем, пушă сăра-эрех кĕленчисем тата ытти темĕнле ăпăр-тапăр выртать. Унта вĕсен хваттерти пек чыслă.
Мана тата акă мĕн тĕлĕнтерчĕ: таçта кайнă чухне пирĕн автотрасса урлă каçмаллаччĕ, анчах светофор хĕрлĕ çутăпа çунать. Çул çинче пĕр автомашина та çук пулин те, светофор симĕс çунма пуçличчен пĕр çын та çул урлă каçмарĕ.
- Раиса Дмитриевна, Канаш хули улшăннă-и юлашки çулсенче;
- Урамсем таса, чечек лартнă клумбăсем те хулана илем кÿреççĕ. Халĕ, ĕлĕкхи пек, кутамкка çакнă çынсене кураймăн. Чăваш ĕçчен, ырă кăмăллă халăх, анчах унăн сахалрах ĕçмеле. Халăх эрех еннелле туртăнни пĕтерет пире. Эстонире те ĕçекенсем пур, анчах чăвашри пек мар, урамсенче ÿсĕр çÿрекенсене кураймастăн.
- Эсир Эстонире пурăнма тытăнни часах 50 çул çитет. Хăш çĕршывăн гражданинĕ эсир: Эстонин е Раççейĕн;
- Шел пулин те, Эстонире "вид на жительствăпа" пурăнатăп. Эпĕ Канаш районĕнчи ЗАГСра хам çурални çинчен калакан свидетельствăна илеймесĕр хăшкăлтăм: ăна анне хушамачĕпе шыраттарнă, вăл атте хушамачĕпе пулнă. Халĕ тутартăм ĕнтĕ, Раççей гражданствине илме хутсем те тăратрăм. Ачасем ман Эстони гражданĕсем, вĕсен Раççей гражданлăхĕ çук.
- Вăхăт иртсех пырать, юлнă çулсене ирттерме тăван яла таврăнас шухăш-кăмăл çук-и;
- Темĕн тĕрлĕ те çавăрттарса пăхнă шухăша - ун пек те, кун пек те. Ачасемпе пĕрлех ирттермелле пулĕ ĕмĕре.
- Каçарăр та, Раиса Дмитриевна, пенси, кунти укçапа шутласан, миçе пине çитет;
- Пире пенси европа тÿлеççĕ, тенкĕ çине куçарсан, 14 пин тенкĕ пулать. Çак укçапа эпĕ чăвашра начар мар пурăннă пулăттăм. Пенсие Эстонире арçынсене те, хĕрарăмсене те 63-ре кăлараççĕ, 2017 çултан 65-ре кăларма тытăнаççĕ.
- Паян эсир Эстоние кайма çула тухатăр. Çитес çул мăнуксене Чăваш çĕршывне илсе килес теместĕр-и;
- Эсир хăвăр пырса курăр-ха хăнана, Таллиннпа паллашăр, манăн унта хамăн икĕ хваттер, вырнаçма пулать.
В.ЛАПИН.