02 августа 2013 г.
Канаш районĕн территорийĕнче кÿлĕ, пĕве сахал мар, ятарласа тунă плотинасем те пур. Чи пысăкки – Ушанар пĕви. Катек ялĕ çывăхĕнчи пĕве унран кăшт кăна пĕчĕкрех (15 гектар ытларах). 20 ытла çул каялла тунăскерсене паян тĕплĕ юсав кирлĕ. Хуçалăх системи пĕтнĕрен пĕвесем никама кирлĕ мар пулса юлчĕç. Юшкăнпа, çÿп-çаппа тулса тасамарланаççĕ, сăтăрçăсем пулă тытаççĕ. Вăлтапа кăна тытсан юрĕччĕ-ха, кунта вара браконьерсем темиçе метрлă сĕрекесемпе, ытти хатĕр-хĕтĕрпе пулă сĕреççĕ.
Телее, пирĕн хушăмăрта çут çанталăка чун-чĕререн юратакан çын сахал мар. Ачча салинче пурăнакан 49 çулти Александр Кузьмин Катек плотинине юхăнса каясран, унăн илемне килес ăрусем валли упраса хăварма шут тытнă. Вăл пуçарнипе тата çине тăнипе халĕ кунта Дагестанра паттăррăн пуçне хунă Руслан Желудкин ячĕпе хисепленекен пулă ĕрчетекен хуçалăх ĕçлет. Александрпа Руслан çывăх юлташсем пулнă.
Июль уйăхĕн пĕр шăрăх кунĕнче, Пулăçсен кунĕ умĕн, кÿлĕ таврашĕнчи илемлĕ вырăнта тĕл пултăмăр эпир. Кам-ха вăл манпа калаçма кăмăл тунă çын; Александр – Аччари Иван Кузьминăн ывăлĕ. Амăшĕ – Дарья Спиридоновна – колхозра ĕçленĕ. Çак туслă çемьере çичĕ ачана çутă кун пилленĕ, тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Иван Кузьмич "19-мĕш ПЧ" чукун çул организацийĕнче трактористра вăй хунă. "Шел пулин те, манăн аттепе анне пурнăçран ир уйрăлса кайрĕç. Çавăнпа та пире пурне те ура çине тăма йывăр пулчĕ", – ассăн сывлать хăйне пурнăç панă юратнă çыннисене аса илнĕ май Александр.
Ачча вăтам шкулĕнче Саша тăрăшса вĕреннĕ. "Мана уйрăмах Алексеев Николай Алексеевич вĕрентекен математика урокĕсем питĕ килĕшетчĕç. Физкультура маншăн чи юратнă предмет пулнă. Эпир, арçын ачасем, хамăрăн çамрăк физрук Леон Леонидович Федоров пек пулма тăрăшаттăмăр: йăрăс пÿллĕ, çаврăнăçуллă, вăйлă, çирĕп хул-çурăмлă. Хальхи вăхăтра Леон Леонидович Шăхасанти "Импульс" ача-пăча спорт шкулĕнче тренер пулса ĕçлет".
Вăтам шкул вĕренсе пĕтерсен Александр 1982-1984 çулсенче Сывлăш-десант çарĕсенче (Азербайджан ССРĕнчи Янжа хулинче, Иранпа Турци чикĕленнĕ çĕрте) службăра тăнă. "Дембль" ячĕ тухсан салтак тăван яла таврăннă, спортпа тата çывăхрах туслашнă, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Дипломлă специалист хăйне пурнăç çулĕ çине тухма путевка панă шкулта 8 çул физкультурăна вĕрентнĕ. Александр Иванович вăрăм дистанцисене чупма уйрăмах юратнă. Кунта унăн ĕçтешĕн, физика учителĕн Геннадий Федоровăн тÿпи те пур. Иккĕшĕ вĕсем куллен вуншар çухрăм çуран чупнă. Ачасем те вĕсенчен тĕслĕх илнĕ. "Эпĕ кашни ачана физкультурăпа спорта явăçтарма тăрăшаттăм, тен, ытлашши çирĕп ыйтнă пулĕ, анчах çакă ачасене манран сивĕтмен. Пушшех те урăхла, ачасем тренировкăсене тата та тăрăшарах ирттеретчĕç, нумайăшĕ шкулта панă хăнăхусем çарта пулăшнине палăртса салтакран тав çырăвĕсем яратчĕ. Пĕтĕм Раççейри, Пĕтĕм тĕнчери марафон чупăвĕсене хутшăннă. Ĕненетĕр-и е çук, анчах вăйлă спортсмена та 42 çухрăм та 195 метрлă дистанцие чупса тухма пĕрре те çăмăл мар. Çитĕнÿсем те пулнă. Акă, тĕслĕхрен, Владимир хулинче иртнĕ ăмăртура маçтăрсем хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Раççей чемпионатне те пĕрре мар хутшăннă. Мана Чăваш Енĕн çăмăл атлетсен пĕрлештернĕ командин йышне илнĕччĕ, Сочи хулине сборсене кайса килтĕм. Çакă пĕтĕмпех – манăн спортри çитĕнĕвĕн пĕр пайĕ", – аса илет А.Кузьмин.
– Александр Иванович, паян эсир çак пысăк пĕвене арендăна илнĕ. Пулă ĕрчетекен хуçалăх йĕркелеме мĕн хистерĕ;
– Темиçе çул каялла эпĕ предприниматель ĕçне пуçăнтăм. Анчах та мана, çут çанталăка чун-чĕререн юратаканскере тата пулăçа, яланах пĕр ыйту канăç памасть – экологи лару-тăрăвĕ. Çавăнпа та пархатарлă ĕçе пуçăнма – юхăнма пуçланă плотинана хамăн "хÿтте" илме шутларăм. Пĕвене 49 çула арендăна илес тесе нумай йывăрлăх витĕр тухма тиврĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ документсем хатĕрлерĕм. Пулă ĕрчетекен хуçалăх йĕркелесе янăранпа икĕ çул иртрĕ.
– Çак тапхăрта мĕн тума ĕлкĕртĕр;
– "Советская Армия" совхоз саланса кайнă пирки Катекрен пуçласа Анат Татмăш ялĕ патне çити тăсăлакан (3 км яхăн) плотина тасамарланма, юхăнма, çыранĕсем çÿп-çаппа тулма пуçларĕç. Эпир кÿлĕ таврашне тирпей-илем кÿрес тесе нумай ĕçлетпĕр, çыран хĕррисене тĕрлĕ ăпăр-тапăртан тасататпăр. Карп, шурă амур çăвăрĕсене килсе ятăмăр, пулăсене тăтăшах апатлантаратпăр. Кÿлле тытса тăма тăкакланă укçа-тенке саплаштарас тесе кĕркунне халăха пулă сутатпăр.
Малтанах укçа-тенкĕ çитменрен палăрмаллах йывăрччĕ. Кредит илме тиврĕ. Çак йывăр ĕçе пуçăннăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп.
Куç хăех илем енне туртăнать: мĕнле хитрелĕх! Сенкер-кăвак тÿпе хăй сăнне шыв çинче курса савăнса вĕтĕ хумсемпе чÿхенет, хĕвел пайăркисем кĕмĕл-мерчен пек ялкăшса куçа йăмăхтараççĕ, сывлама çăмăл, кÿлĕ енчен килекен уçă варкăш чуна уçать. Плотина çийĕн çÿлтех те мар чарлансем пĕрин хыççăн тепри хуллен, чайкăсем вара пысăк хăвăртлăхпа вĕçсе иртеççĕ. Кайăк кăвакалсем хăйсен чĕпписемпе шыва хумхатса ишеççĕ. Кунта хăнтăрсем те ĕрчеççĕ, тилĕсем, ытти чĕр чун та пур. Пĕр сăмахпа, курорт вырăнĕ.
Çакăн пысăкăш кÿлле пĕччен пăхса тăма, паллах, çăмăл мар. Ку ĕçре Александр Ивановича шанчăклă юлташĕсем, Анатолий Смоловпа Андрей Иванов пулăшаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Катек ялĕнче пурăнаççĕ. Моторлă кимĕпе çÿреме ăста, хăйсене шанса панă тивĕçе (пĕвене браконьерсенчен сыхламалла, пулăсене апатлантармалла, пĕвене тасатмалла...) тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Анатолий Николаевич та çут çанталăка пĕтĕм чунтан юратакан çын. Вăл хăй ирĕкĕпе браконьерсемпе кĕрешме пуçланă.
А.Кузьмина çак ĕçре çемйи пысăк пулăшу кÿрет. Мăшăрĕ Альбина Александровна предприниматель ĕçĕпе пурăнать. Вăл Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялĕнчен – велоспорт енĕпе Олимп чемпионĕн Валерий Ярдын тăван тăрăхĕнчен. Кузьминсем виçĕ ача ÿстереççĕ: асли Ольга ялти вăтам шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ, аслă вĕренÿ заведенине кĕме ĕмĕтленет, Настя кăçал 8-мĕш класа каять, "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, Игорь 5-мĕш класа "пиллĕк" паллăсемпе вĕçленĕ.
А.Кузьмина шкул ачисем те пулăшаççĕ. Кăçал, ав, Канашри 10-мĕш вăтам шкул ачисем (директорĕ А.Кокорев) пĕве йĕри-тавра йывăç лартса пулăшнă.
Кирек мĕнле ырă ĕçе те малалла тăссан аван. А.Кузьмин малашлăха мĕнле плансем палăртнă-ши; "Халăха валли пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса пулă ĕрчететпĕр. Эпир вăлчасене нимĕнле биологилле хутăшсемпе те пуянлатман таса папат çитеретпĕр. Çавăнпа пирĕн пулла çынсем юратса туянаççĕ. Кăçал эпир пĕвере нимĕнле пулă та тыттармастпăр, тепĕр çул, пулăсем вăлча сапнă хыççăн, ятарлă хакпа пулă тытма ирĕк паратпăр. Хальлĕхе пулăсем вăй пухаççĕ", – тет Александр Иванович.
Анатолий тин кăна вĕренĕ чее куркасем çине ярса пирĕн ума лартрĕ. Техĕмлĕ курăкран вĕретнĕ чее вĕре-вĕре ĕçнĕ май тавралăх илемĕпе киленетпĕр.
П.ЕФИМОВ.