АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕмленет юрату вучахĕ

02 августа 2013 г.

Кăшнаруйăнче ялăн хисеплĕ гражданинĕсем пиллĕкĕн. Вĕсенчен иккĕшĕ – пĕр мăшăр Никоноровсем. Анатолий Васильевич вăтăр çул ытла трактор çÿретнĕ, вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларнă. Агропромышленность комплексĕнче тÿрĕ кăмăлпа нумай çул ĕçленĕшĕн ăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят панă, Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн куравĕн бронза паллипе, юбилей медалĕпе, грамотăсемпе наградăланă. А.Никоноров механизатор профессине 1958 çулта Канашри механизаци шкулĕнче вĕреннĕ. Тракторист правине илсен çамрăк каччăна Казахстана çерем уçнă çĕре янă. Унта вăл икĕ çул вăй хунă.

Пĕррехинче Анатолий ял çамрăкĕсемпе Йĕрĕхçырми ялне концертпа кайсан уçă саслă, юрлама ăста Надя ятлă хĕре куç хывнă. Çав каçах паллашнă, килне ăсатса янă. Вĕсен хушшинчи туслăх майĕпен юратăва куçнă. 1963 çулта Кăшнаруйĕнче çĕнĕ çемье çуралнă. Часах çут тĕнчене Владимир, Константин, Александр килнĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă. Виççĕшĕ те çемьеллĕ, юратнă ашшĕпе амăшне çичĕ мăнук парнеленĕ. Ывăлĕсен тĕпренчĕкĕсем Надеждăпа Анатолий Никоноровсемшĕн – чи пысăк пуянлăх.

Пенси çулĕ çитсен Анатолий Васильевич чылай вăхăт ялти культура çурчĕн директорĕнче тăрăшнă. Ачаран купăспа туслине кура юрлама ухута ентешĕсене пĕр ушкăна пуçтарса концертсем хатĕрленĕ. Кăшнаруй артисчĕсен юрри-ташшине курма кÿршĕ ялсенчи клубсенче те халăх нумай пуçтарăннă.

Надежда Филипповна Анат Сурăмри пекарьнăра 20 çул çăкăр пĕçернĕ. Пултарулăхне кура ăна заведующине лартнă. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн кунти коллектива ертсе пынă. Н.Никонорован ĕçри хастарлăхне виççĕмĕш степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, кăкăр çине çакмалли "Совет потребкооперацийĕн оличникĕ" паллăпа хакланă. Хисеп хучĕсемпе тĕрлĕ диплом тем чухлех.

Нумаях пулмасть Никоноровсен килĕнче туй кĕрлерĕ: ахальли мар, ылтăнни. Пĕр çулпа алла-аллăн тытăнса утма пуçланăранпа 50 çул çитнĕ ятпа ачисем, мăнукĕсем, тăван-пĕлĕшĕ, тус-юлташĕ саламларĕç. Анатолий Васильевичпа Надежда Филипповна ячĕпе илемлĕ юрăсем, ăшă сăмахсем янăрарĕç. "Йÿçĕ" тенине телейлĕ мăшăр çамрăклăха аса илсе самантрах пылаклантарчĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика