АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрă пурпĕрех çакланать

31 июля 2013 г.

 

Иван Новиков (ятне улăштарнă) Патăръел районĕнчен, Тăвай салинче пурăнать. Кăçалхи февраль уйăхĕнче çакскер Асхва ялне тахçан паллашнă пĕлĕшĕ патне килнĕ. Тĕл пулнă ятпа çуттине самаях пушатнă. Ÿсĕр-скерĕн пуçне укçа вăрлас шухăш пырса кĕнĕ. Ĕç-пуç акă еплерех пулса иртнĕ.

Оля Максимова Канашри "Магнит" лавкка умĕнче хăйĕн хĕр тусне Таньăна тата еркĕнне Толика тĕл пулнă. Пĕрин те çумра укçа пулманран Оля хăйĕн ноутбукне сутма сĕннĕ. Вара укçа тупăнать. Чукун çул вокзалĕ çывăхĕнче такси тытнă та ноутбук илме кайнă, ăна Канашра пĕр палламан арçынна 6 пин тенкĕпе сутса хăварнă. Тавар туянакан 500 тенкĕлĕх 12 укçа тыттарнă. Туссем "Мой город" кафене кĕрсе апатланнă, ĕçнĕ.

Тĕл пулăва малалла тăсма Асхва ялне çул тытнă. Анчах малтан ĕçме-çиме туянмалла. Оля "Магнита" кĕрсе апат-çимĕç, эрех туяннă. Çула май Юрик (ятсене пурне те улăштарнă) патне кĕрсе çуттине пушатнă. Ÿсĕрĕлсе кайнăскерсем кунтах выртса çывăрма шутланă.

Çири тумтирне хывса краватьпе юнашар хунă та ыйха путнă. Каçхине 6 сехет çитеспе вăранса кайнă та хăйпе юнашар выртакан Толика пукан çинчи шăлаварне илсе пама ыйтнă. Лешĕ унăн ыйтăвне пурнăçланă. Оля джинс шăлавара алла илнĕ те унăн малти кĕсйинчен 4 пин тенкĕ укçа çухалнине асăрханă, тÿрех Толикпа вăрçма пуçланă. Харкашнă сасăпа Таня та вăраннă. Нумай тытăнса тăман çул çинче тĕл пулнă туссем, такси чĕнсе илнĕ те Канаша вĕçтернĕ. Тĕрĕссипе, Таня мĕн пулса иртнине ăнланса илме те ĕлкĕреймен.

Укçине вара чăнах та Толик кăларса илнĕ пулнă. Полици сотрудникĕсен аллине лексен арçын хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Ольăна кÿнĕ тăкака расписка çырсах тавăрса панă. Вĕрен алли кукăр пулин те саккăрла явнă саламат пурпĕрех хуса çитет. Саккунтан тарса ÿкме çук.

Толика ют çын япалине (ку тĕслĕхре укçа) вăрланăшăн условно майпа айăпланă.

М.КАЗАКОВА,

дознаватель.

 

А.МАЛОВ,

шалти служба подполковникĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика