31 июля 2013 г.
Çу кунĕсенче районта ял уявĕсем пĕрин хыççăн тепри иртеççĕ. Вăл е ку вырăнта пурăнакансем мăн асаттесен йăли-йĕркине тытса пырасчĕ, ял кун-çулне, юрри-ташшине, сăмахлăхне упраса хăварасчĕ тесе тăрăшаççĕ. Шăмат кун Кăшнаруй çыннисем ял хĕрринчи илемлĕ вырăна, ялта ăна кану уçланки теççĕ, хăйсен уявне паллă тума пухăнчĕç.
Кăшнаруйĕнче 141 кил. Çыннисем – 283. Икĕ çултан ял пулса кайнăранпа 325 çул çитет. Пиллĕкĕн ялăн хисеплĕ çыннисем: вĕсем – Надеждăпа Анатолий Никоноровсем, вăрçă ветеранĕ Иван Васильев, чăваш халăх писателĕ, чаплă драматург Николай Терентьев тата ял Совет председателĕнче нумай çул ĕçленĕ Мария Иванова. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Александр Никоноровпа Юрий Никитин, тава тивĕçлĕ механизаторĕ Анатолий Никоноров, артисчĕсем Ирина Архиповăпа Светлана Филиппова, искусствăсен деятелĕ Николай Терентьев. Пуçламăш шкул-ача сачĕ, медицина тата ветеринари пункчĕсем, культура çурчĕ, библиотека,почта, икĕ лавкка,перекет касси пур.
Уяв Раисăпа Николай Андреевсем, пĕри Маяк ялĕнче, тепри Ешкилтре çуралса ÿснĕ, чăваш халăхĕн гимне, "Алран кайми аки-сухи" юрра, юрланипе пуçланчĕ. Вĕсен çумне ура çине тăрса уява пынисем хушăнчĕç. Мăнаçлă, чуна хускатакан авалхи юрă, вăхăт иртнĕçемĕн асран тухма мар, тепĕр хут вăй илсе сарăлаканскер, вăркăш çилпе таçта çитиех юхрĕ.
Уява ертсе пыракан Светлана Григорьева библиотекарь ял старостине Петр Константинова сăмах пачĕ. Вăл ял пурнăçĕпе, тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли те пысăкки – масар патне каякан çула юсаса лайăхлатнă, шкул ачисемпе çамрăксем валли хоккей курупки тунă. Çак тата ытти ĕçсене хастар хутшăннă Владимир Константинова, Алексей Егорова, Оксанăпа Константин Никоноровсене Хисеп хучĕ парса хавхалантарчĕ. Уява хатĕрленсе ирттерсе яма пулăшнă спонсорсене Николай Сергеева, Владимир Семенова, Герман Смирнова, Вера Афанасьевăна, Юрий Александрова, Юлия Мочаловăна ял-йыш ячĕпе ăшшăн тав турĕ. Иван Кукурин "Чи лайăх дача çурчĕ" конкурсра çĕнтернĕшĕн парнеллĕ пулчĕ.
"Кăшнаруй ял уявĕ" тесе çырнă сцена çинчи микрофон умне ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Шакова тухрĕ. Ăшă саламне ял тăрăхĕн пурнăçне хастар хутшăнакансене, Тăван тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк ячĕпе ирттернĕ мероприятисенче палăрнă, йывăç-тĕм, чечек нумай лартнă çынсене Хисеп грамотипе тата дипломпа наградăланипе вĕçлерĕ. Ятранах каласа тухар-ха çак чыса тивĕçнисене: Таисия Максимова, Владимир Константинов, Николай Абрамов, Олег Григорьев, Надеждăпа Анатолий Никоноровсем. Нина Петровăна Тав çырăвĕ парса хисеп турĕ. Таисия Гурьевнăна наградăпа пĕрле тем пысăкăш арпус пачĕ.
Надеждăпа Анатолий Никоноровсене ылтăн туй, Валентина Якимовăпа Эльза Тимофеевăна юбилей ячĕпе саламларĕç. Чи пĕчĕк пепке Артем Иванов та парнесĕр юлмарĕ. Амăшĕ аллинче тутлă ыйха путнă пирки тетте-машинăна илме унăн аппăшĕ Диана тухрĕ.
Кăшнаруйсене саламлама Раисăпа Николай Андреевсем çитнĕ. Куракансем вĕсене ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç, кашни юрă хыççăн хыттăн алă çупса тав турĕç, унта та кунта "Маттур!" тесе кăшкăрни илтĕнсе тăчĕ. Юрă ăстисем чăвашла та, вырăсла та, италилле те шăрантарчĕç. Вĕсен çепĕç, уçă сассисене вĕтĕртетекен çумăр та шăпланса халăхпа пĕрле киленсе итлерĕ тейĕн. Хăшĕ-пĕрисем чăтса лараймарĕç, сцена умне сиксе тухса хаваслă çемĕпе шăмми-шаккине "çемĕçтерчĕç". Юбилярсен, ĕçпе чапа тухнисен ячĕпе те хитре юрăсем янăрарĕç. Ял старости Петр Константинов пултаруллă илемлĕ мăшăра çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм кÿнĕшĕн евĕклĕ сăмахсемпе тав туса асăнмалăх Хисеп хучĕ пачĕ. Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренекен Кристина Архипова хăйĕнпе пĕрле юрă-парне илсе килнĕ.
Спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем иртрĕç. Ялта чи вăйли – Валерий Прокопьев, вăл кире пуканне 99 хутчен çĕклерĕ. Пăшалтан чи тĕл перекенни – Алеша Максимов, хĕрсем хушшинче – Шуркасси пики Анюта Игнатьева. Командăсем хушшинче чи нумай очко пухаканнисем – кăшнаруйсем. 100 метра хăвăрт чупса тухаканни – Андрей Афанасьев. Кăшнаруйсем волейболла, анатсурăмсем футболла выляса мала тухрĕç. Шашка-шахматла выляма юратакансем хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Калуша чи инçете ывăтас енĕпе ирттернĕ тупăшура хаваслă кулă татăлма пĕлмерĕ. Çĕнтерекеннисем килĕсене вĕр-çĕнĕ калушпа кайрĕç. Уçланкăра лавкка ĕçлерĕ. Вăйă-кулă вĕçленсен пурте вăрăм сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Уява килнисене тутлă какай тата пулă шÿрпипе, килте тунă кăпăклă сăрапа сăйларĕç.
Каçхине вунă сехетре Кăшнаруй тÿпине илемлĕн сирпĕнсе çунакан çуртасем 49 хутчен хитрелетрĕç. Асамлă юмахри пек илĕртÿллĕ курăм Юрий Александров предприниматель пулăшнипе пулчĕ. Ял çыннисемпе пĕрле çут çанталăк та савăнчĕ ахăртнех: ăшă çумăрĕ ташша "яра пачĕ".
В.АЧЧА.