31 июля 2013 г.
Ачасен сывлăхне çирĕплетекен "Космонавт" лагерь кашни çулах республикăри çакăн пек лагерьсенче канакансен çуллахи спартакиадине хастар хутшăнать. Иртнĕ эрне кун кунти пĕрлештернĕ команда Шупашкара ăмăртусене кайнă. Спартакиада "Олимпийский" стадионта иртнĕ.
"Космонавт" ачисем стритболла, шашкăлла, футболла выляса, вĕрен туртса, чупса тупăшнă. Çине тăни вĕсене ăнăçу кÿнĕ: канашсен кăтартăвĕ – иккĕмĕш. Çĕнтерекенĕ – "Белые камни" лагерь команди. "Космонавт" команда майлисем пысăк активлăх кăтартса пĕрремĕш вырăн йышăннă.
А.ВИТАЛЬЕВ.