АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аччари Степановсем темĕн тĕрлĕ чечек, 600 грамм таякан помидор ÿстереççĕ

26 июля 2013 г.

 - Агроном пулма эпĕ мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕ, - тет Зинаида Ивановна, калаçăва пуçланă май. - Ун чухне те виççĕмĕш класра вĕренеттĕм, те тăваттăмĕшĕче, пире, шкул ачисене, совхоз уй-хирне çĕр улми пуçтарма илсе тухнăччĕ. Пирĕн пата машинăпа совхоз директорĕпе агроном çитсе тăчĕç. Майри питĕ шукăль тумланнă, тутисене хĕретсе лартнă. Эпĕ агроном ĕçĕ яланах çавăн пек хитре тесе шутланă, çĕр ĕçĕ мĕн тери йывăр пулни çинчен мĕн пĕлме пултарнă-ха вуннăри шкул ачи;

Ача чухнехи ĕмĕчĕ пурнăçланнă Зинаида Ивановнăн, вăл Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне пĕтернĕ. Диплом ĕçне пысăк теплицăсенче черетпе тĕр-лĕрен культура ÿстерме май пулни çинчен çырнă.

Çамрăк специалиста малтан Шупашкар районĕнчи "Кадыковский" совхоза ĕçлеме яраççĕ, унтан вăл пахча çимĕç туса илес енĕпе специализациленнĕ "Ольдеевский" совхоза куçать, пĕтĕм пĕлĕвне, чун хавалне юратнă ĕçе парса тăрăшать. Пахча çимĕç çитĕнтерекен ăста специалист çинчен ырă хыпар пĕтĕм республикипех сарăлать.

Пĕр кунхине совхоз теплицине Шупашкар ГЭСĕн директорĕпе унăн çумĕ ятарласа Зинаида Ивановнăна хăйсем патне ĕçе чĕнме çитеççĕ: предприяти темĕн пысăкăш теплица туса лартнă, анчах унта ĕçлеме опытлă агронома тупаймаççĕ иккен. Ку вăл 1981 çулта пулнă. Зинаида Ивановна ертсе пынипе теплицăра темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç, чечек ÿстернĕ, агроном сăн ÿкерчĕкĕ предприятин Хисеп хăми çинчен кайма пĕлмен.

1990 çулсенче çĕршывра асар-писер пурнăç хуçаланма тытăнсан, теплица коллективĕ саланса каять, пахча çимĕç кама кирлĕ пулнă ун чухне; Анчах Степановсем (Зинаида Ивановнăн мăшăрĕ Василий Николаевич пурнăç пăтранса кайиччен шоферта ĕçленĕ) теплицăна вуçех хупăнма памаççĕ, ăна тара илеççĕ. Теплици те килти пек 10 - 15 тăваткал метрли мар, виçĕ сотăйли пулнă. Çынна тара тытмасăр, иккĕшех çав пысăк теплицăра хĕлĕн-çăвĕн тăрăшаççĕ. Çимĕçне туса илнĕ-ха, анчах ăна вăхăтра сутмалла вĕт-ха, çĕртсе ямалла мар. Степановсем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти магазинсемпе договор тăваççĕ, вĕсене вăхăтра симĕс суханпа, хăярпа, помидорпа, çав тери илемлĕ чечексемпе тивĕçтереççĕ.

Вăл кăна та мар-ха. Степановсем Василий Николаевичăн тăван ялĕнче, Пасарлă Аччара, тата икĕ пысăк теплица, 300 тата 400 тăваткал метрлисем, туса лартаççĕ. "Эпир нихăçан та ĕçлеме ÿркенмен, - теççĕ Степановсем, - ĕç çук, тесе макăрса çÿремен". Хĕлле Шупашкар теплицинче, çăва тухсан тăван ялта иккĕшех, çынна тара тытмасăр, ырми-канми ĕçлеççĕ.

2001 çулта Степановсем, хулари хваттерне хупса, Пасарлă Аччана пурăнмаллах таврăнаççĕ. Симĕс сухан, хăяр, помидор, чечек, улăхра пĕр гектар çинче ир пулакан купăста ÿстереççĕ. "Пĕррехинче çу каçипе магазинсене 20 тонна хăяр леçрĕмĕр", - каласа парать Василий Николаевич. Халĕ те Зинаида Ивановнăпа Василий Николаевич 300 тăваткал метрлă теплицăра ("Пысăккине сÿтсе пăрахрăмăр, ĕçĕ кунта та пайтах", - тет Зинаида Ивановна.). 600 грам таякан помидорсем, илемĕпе куçа шартарса яракан чечексем çитĕнтереççĕ. Чечекĕсем те, помидорĕ те ку енчисем мар, ара Раççей селекцийĕн çимĕçĕсем те, чечекĕсем те вĕтĕ. Вăрлăхне Степановсем интернет-магазинсем урлă Мускавран, Голланди çĕр- шывĕнче кăларнисене, çырăнса илеççĕ. Степановсем ÿстернĕ помидорпа чечек калчисене çуркунне Канаш пасарĕнче туянма пулать.

Çĕнĕ ĕç сезонĕ пахча çимĕç ăстисен сентябрь уйăхĕнче пуçланать. Ун чухне пĕтĕм теплицăна дезинфекци тăваççĕ, сухан лартаççĕ. Симĕс сухан ноябрьте кăлармалла пулать, декабрьте чечек вăрри акаççĕ, помидор лартаççĕ, вăл апрельте пиçсе çитет. Çавăн пек хĕлĕн-çăвĕн, пĕр канмасăр тăрмашаççĕ Степановсем. "Эпир ĕçсĕр пушă лараймастпăр, ĕçлемесен чире кайма пултаратпăр", - теççĕ вĕсем.

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика