26 июля 2013 г.
2010 çулхи шăрăх çу пире шывпа перекетлĕ усă курма чылай вĕрентрĕ. Ун чухне кÿлĕсем, çăлсем типсе ларнăран чылай ял тăрăхĕнче çак ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Хăш-пĕр çĕрте ял çыннисем çине тăнипе, тепĕр çĕрте ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе кÿлĕсене, пĕвесене тасатрĕç, çĕнетрĕç. Хăш-хăш ялта тата çырмасенчи çăл куçсене тасатса пĕвесем пĕвелерĕç. Çеçпĕл, Уçырма, Хучел тăрăхĕсенче ку ĕçе йышпа пурнăçлаççĕ.
Виçĕ çул каялла илнĕ урок нумайăшĕшĕн усăллă пулчĕ. Шывсăр пурнăç чарăнса ларать. Çынна кăна мар, ÿсен-тăрана, выльăх-чĕрлĕхе шăрăха тÿсме калама çук йывăр.
Кăçал çăва тухнăранпа районти ялсенче плотинасене, пĕвесене юсассипе пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. Асхва ял тăрăхĕнче, сăмахран, машина-трактор паркĕпе Вырăскас Пикших ялне çыхăнтаракан пысăк пĕвене юсарĕç. Тăпраран тунă пĕве пуçĕ хĕлле вăйлă шăннăран çурăлса кайнă. Çуркунне шыв-шур хăйне валли меллĕ çул тупса ăна вăйлах çурса кайнă. Пĕве пуçĕ ишĕлнĕрен унтан техника хатĕрĕсемпе каçса çÿреме май пулман.
Асхвасем ку ыйтăва пĕччен-иккĕн мар, хуçалăх мелĕпе татса панă. Самосвалсемпе тăпра турттарнă, çĕре тракторсемпе пусарттарнă. Халĕ кунта малтанхи пекех автотранспорт хатĕрĕсемпе те, çуран та пĕр шикленмесĕрех каçма, пĕверен шыв илме пулать.
Çакнашкал ĕçе Аслă Мами ялĕнче те пурнăçланă. Ялта çырма сахал мар. Вĕсене пĕвелесе тунă плотинасем кашни çулах юсав кĕтеççĕ. Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче ялти плотинасенчен пĕрне юсама пуçăннă. "Чăвашавтодор" организаци ЮМЗ-6 экскаватор, КАМаЗ самосвал, Т-150 погрузчик уйăрса панă.
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи Çурçĕр тăкăрлăкĕнчи çырмара 2010 çулта пĕве пĕвеленĕ. Пăрăх айĕпе шыв юхма тытăннăран плотина пĕви ишĕлме пуçланă. Плотина пĕтĕмпех ишĕлсе пĕтесрен унта васкавлă юсав ĕçĕсем ирттерме тивнĕ. Вăхăта вăраха ямасăр июлĕн 8-мĕшĕнче ĕçе пикеннĕ. МАЗ автомашинăпа тăпра кÿрсе килнĕ, ăна экскаваторпа тикĕслесе пусарттарнă. Канаш хулипе районĕнчи афганец-ветерансен Союзĕн председателĕ Г.Николаев техника тупма пулăшнă, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕ топливăпа тивĕçтернĕ.
Вăрăмпуç тĕлĕнче Вăрăма пĕвеленĕ плотина çуллахи вăхăтра шывран татăк тăмасть. Шыв пахча шăварма та, ытти тĕллевпе усă курма та çителĕклĕ. Плотинара шыв тăнăран юхан шыв урлă каçса çÿреме каçăсем кирлĕ. Вăрăмпуçсем хăйсен вăйĕпе Вăрăм урлă хывнă каççа юсаса хунă. Пĕрмай тавра çулпа çаврăнса çуреме çук вĕт-ха.
Ялти Клуб тата Шкул урамĕсене çыхăнтаракан каçă çурхи шыв-шур вăхăтĕнче самаях сиенленнĕ пулнă. Ун урлă çÿреме май пулманни çынсене канăçсăрлантарнă. Çитменнине ачасем çак каçăпа Вăрăмпуçĕнчи шкула çÿреççĕ.
Ял тăрăхĕн депутачĕ – Юрий Васильев уйрăм предприниматель каçă юсама хăмасем панă. Карповсен, Максимовсен çемйисем, çавăн пекех Д.Иванова, В.Лозин, В. Осипов тата шкул ачисем пархатарлă ĕçе тунă çĕре хастар хутшăннă. Кивĕ хăмасене илсе çĕннисене сарнă. Халĕ каçă урлă утса кăна мар, хăрамасăрах чупса каçма та пулать.
Карăклă ял тăрăхĕнчи Юмансар ялĕнче ял çыннисем хăйсен вăйĕпе Шаккăл енне автотранспортпа каçма кĕпер тума пуçланă. Иван Егоров кран парса, Геннадий Егоров, Иван Никитин, Петр Никифоров, Александр Грачев, Олег Осипов, Владимир Никифоров çĕр чавма, бетон блоксене вырнаçтарса хума пулăшнă. "Куç хăрать те, алă тăвать", – тенĕ евĕр ĕç тума пуçличчен кăна хăратать, йышпа пуçăнсан темле ĕç те ăнăçать.
Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнчи Шкул урамĕ çывăхĕнчи кĕперпе тата çулпа çынсем çуллахи вăхăтра кăна усă кураççĕ. Анчах та çуркунне, юр ирĕлнĕ чухне, вăл никама та кирлĕ пулман. Çурхи шыв çулăн пĕр пайне юхтарса кайнăран кăçал ун тăрăх çÿреме май пулман. Кĕпер ял варринче пулнăран çавра çула кĕскетет. Май уйăхĕн вĕçĕнче кĕперпе çула юсаса хута янă. Килес çуркунне çав кĕпер çинчен манас марччĕ Ăвăспÿрт Кипечре пурăнакансен.
Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕнче кашни кĕçнерни кунах ял çыннисем тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă правилăсене мĕнле пăхăнса пурăннине тишкерес тĕллевпе рейд ирттереççĕ. Çак кунсенче кăна-ха кунашкал тĕ-рĕслевсем Чулкăмака, Вăтакас Кипеч, Кайри Ăнтавăш ялĕсенче пулнă. Халăх пухăвĕсенче, тĕл пулусенче кил-çурт умĕсенче тĕрлĕ ăпăр-тапăр сапаланса выртмалла марри, строительство материалĕсене урамра тытнăшăн аренда укçи тÿлемелли çинчен ăнлантараççĕ пулсан та çынсем каланине хăлхана чикмеççĕ. Хăма, хăйăр, чул-кирпĕч куписем инкек-мĕн пулас тăк пушар машинисене иртсе çÿреме кансĕрлеççĕ. Строительство материалĕсене, паллах, пурне те картишне вырнаçтарма май çук, анчах урамра вырăн тупнисене типтерлесе хумалла. Пĕрисен тĕлĕнче такăнса ÿкме пулать-тĕк, теприсен умĕнче илем тĕнчине путатăн. Клумбăсенче тĕрлĕ чечек ÿсет. Ача-пăча валли вылямалли вырăн тăвакансем те пур. Кун пек çынсене нимĕнле тĕ-рĕслев те кирлĕ мар, вĕсем урамра выртакан кашни çÿп-çапа пуçтарса тасатма хатĕр.
Тăрă çăл куçсемпе юхан шывсем, тарăн кÿлĕсемпе плотинасем, таса урамсемпе уйсем – пурте хамăршăн. Эпир вĕсен çывăхĕнчен кашни кун иртсе çÿретпĕр, сиплĕ шывне ĕçетпĕр, тутлă çимĕçне çиетпĕр. Çавăнпа пурин те çут çанталăк илемĕпе пуянлăхĕшĕн яваплă пулмалла, вĕсене упрама тăрăшмалла.
В.ФЕДОРОВ,
район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн эксперт специалисчĕ.