26 июля 2013 г.
Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Алантьева тата хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова Катеке çул тытрĕç. Вĕсен аллисенче – илемлĕ чечек çыххисем, парнесем. Çăмăл машина пĕве урлă хывнă бетон кĕпер урлă каçса ял хĕрринчи урамри тăпăлкка çурт умне çитсе чарăнчĕ.
Кунта ялти хисеплĕ ватăсем Егоровсем пурăнаççĕ. Евдоким Егорович ĕмĕр тăршшĕпе чукун çул çинче ĕçленĕ. Малтан обходчик пулнă, кайран - переезд дежурнăйĕ. Вăрçă пуçлансан Алтак, ялта ăна çапла чĕннĕ, чукун çул тăвакансен батольонне лекнĕ. Салтакăн йывăр пурнăçĕ Китай чиккинчен пуçланнă. Кунта вĕсене чукун çула хăвăрт тума тата пăсма вĕрентнĕ. Чакма тивсен хăвăн хыççăн пĕтĕмпех çĕмĕрсе хăвармалла пулнă. Çулталăкран батальона фронта янă. Харьковра, Воронежра нимĕçсем аркатнă чукун çулсене юсанă. Курск патĕнче наступленине хатĕрленсе тăшман самолечĕсем вĕçĕмсĕр бомба пăрахнине, тупăсенчен персе тăнине пăхмасăр кĕперсем юсанă, 95 километр тăршшĕ хурçă çул хывнă. Аслă Çĕнтерĕве Прага çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Е.Егоров салтака Тăван çĕршывăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Будапешта илнĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн", юбилей медалĕсемпе наградăланă.
Евгения Константиновна тивĕçлĕ канăва ветеринари фельдшерĕнче ĕçлесе тухнă. Ватти-вĕтти хиселесе ăна Элÿç кинемей тесе чĕнет. Егоровсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе 64 çул пурăнаççĕ. Хĕрпе 3 ывăл çуратса çĕршыва юрăхлă тунă. Вĕсем ашшĕпе амăшĕн тăрăшулăхне кура хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра 6 мăнукĕ тата 6 кĕçĕн мăнукĕ – чи пысăк пуянлăхĕ.
Ултă кĕтеслĕ çуртăн малти пÿлĕмне Егоровсен ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем пуçтарăннă. Кĕрекере наградăсем çакнă костюмпа кил хуçи тата унăн арăмĕ лараççĕ. Савăнма сăлтавĕ пур пухăннă халăхăн. Паян Евдоким Егорович çут тĕнчене килнĕренпе 95 çул çитет. Çак паллă кунпа ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Алантьева, хулапа район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Аввакумов, çывăх çыннисем саламларĕç, кун-çула малалла тăсма çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Валентина Михайловна юбиляра Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламне вуласа пачĕ. Паллах, юбилее пĕри те пушă алăпа килмен. Чечек çыххисем, парнесем нумай пачĕç, чĕререн тухакан ăшă сăмахсем янăрарĕç. Кучченеçсем хушшинче икĕ пысăк банка тин кăна юхтарнă пыл та пулчĕ.
Евгения Константиновнăпа Евдоким Егорович ывăлĕпе Михаилпа тата кинĕпе Людмилăпа, мăнукĕсемпе пурăнаççĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕ те юратнă ашшĕ-амăшĕ патне килсех тăраççĕ.
В.АЧЧА.