АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун тăватă çулхи Маруç 7 пăт тырă илсе килнĕ

26 июля 2013 г.

 

 Вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ ватăсен шучĕ сахаллансах пырать. Вĕсем пурăннă чух пирĕн ветерансем çинчен ытларах пĕлме тăрăшмалла. Нумай пулмасть Шаккăл ялĕнче çуралса ÿссе кунтах ĕмĕрне ĕмĕрленĕ Рыжова Мария Петровна патĕнче хăнара пултăм. Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Маруç аппа 90 тултарать. Нумай ачаллă çемьере ÿснĕ вăл: çиччĕн пулнă вĕсем. Маруç çемьере асли пулнă.

Çĕршывра колхозсем тума пуçланă. Пĕчĕк хĕр 6-7 çултах ĕçе кÿлĕннĕ, ваттисемпе шай пулмасан та, каçалăк умне тăрса тырă вырнă. Тăрăшса ĕçленĕшĕн пĕчĕклех унăн ятне "Хĕрлĕ хăма" çине çырнă.

1937 çулта кил-çурт çунса кайнă, колхозран панă тырă та кĕл пулса тăнă. Юрать, колхозран тыррине хĕл каçмалăх панă. 14 çулти Маруç Атнаш ялне кайса ĕçлесе 7 пăт тырă илсе килнĕ, çемьене самаях пулăшу кÿнĕ.

Çамрăк хĕр медучилищĕне медсестра пулма вĕренме кĕнĕ. Иккĕмĕш курсра 150 тенкĕ тÿлемелле пулнă, çемье ун чухлĕ укçа тупайман. Хĕр ирĕксĕрех вĕренме пăрахнă.

1941 çул. Вăрçă пуçланнă. Фашистла Германи çĕршыв çине тапăннă тенĕ хăрушă хыпар уйра ĕçленĕ чухне çитнĕ. Уйра çынсем пĕр хушă сăмах чĕнейми пулса тăнă: хăшĕ йĕнĕ, хăшĕ хытса ларнă... Часах арçынсене вăрçа илсе кайма пуçланă: ашшĕсене, пиччĕшĕсене, кÿршĕсене. Çулталăкран Марьен ашшĕне броньпе киле янă, трактористсем тылра та кирлĕ пулнă.

Вăрçă çулĕсенче çамрăк хĕрсене ыттисенчен йывăртарах килнĕ. Сентябрь уйăхĕнче Элпуç енне окоп чавма илсе кайнă. "Шăннă пăр кĕреçерен уйрăлмастчĕ, чавма çав тери йывăрччĕ. Выçă хĕрсем вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Çав тери выçса çитнĕ хĕрарăмсем мана, имшеркке Маруçа, Элпуç ялне апат ыйтма яратчĕç. Пĕчĕк хĕре курсан ял çыннисем çĕр улми те пулин паратчĕç. Хĕл çитсен урасене тăхăнма чăлха-йĕм те пулман, урасене тутăрсемпе чĕркесе çыхма тиветчĕ. Январьте киле ячĕç. Тепĕр çу кашни çыннăн çырмаран 7 кубла метр чул кăлăрмаллаччĕ. Ку ĕçсем вĕçленсен Йĕпреçе вăрман касма кайнă", – ассăн сывласа аса илет çамрăк чухнехи асаплă вăхăтсене Маруç кинемей.

Ялта каллех Хусана чукун çул тума çын пуçтараççĕ. Мария Петровнăн кунта та кайма тивнĕ. Çамрăк хĕр ыттисемпе пĕрле кунĕпе тачкăпа чул турттарнă. Хул сыпписем çав тери ыратнă пулсан та ыттисемпе тан ĕçленĕ.

1945 çул. Май уйăхĕ. Вăрçă вĕçленнĕ. Мĕн чухлĕ савăнăç. Пурнăç йывăр-ха, çапах та арçынсем киле таврăннă. Колхозри лару-тăру кăшт çăмăлланнă. Ĕçчен хĕре вăрçăран тин килнĕ Рыжов Иван Кузьмич асăрханă. (Иван пиччене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă). Кĕçех çĕнĕ çемье чăмăртаннă. Пурăнсан-пурăнсан Рыжовсем çирĕп чул çурт лартнă. Çавăнпах пуль Маруç аппана патшалăх ветерансене хваттерпе тивĕçтерекен çăмăллăх лекмерĕ.

Упăшки, Иван Кузьмич, тракторпа ĕçленĕ. Трактористсен нихăçан та ĕç пĕтмест: кăнтăрла колхоз ĕçĕнче, каçхине камăн та пулин утă, вутă илсе килмелле. Тĕрĕссипе, упăшкине ирхи апат вăхăтĕнче кăна курнă. Килти ĕç пĕтĕмпех хĕрарăм çинче пулнă. Çавăнпа та ачисене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Килте кашни ачан хăйĕн тивĕçĕ пулнă. Маруç аппа, ашшĕ-амăшĕ вĕрентнĕ пек, ачисем ăслă пулччăр тенĕ. Вĕсене аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Ачисем Людмила, Володя, Галя, Коля тырă вырнă, утă çулнă, çум çумланă. Коля ытларах лашапа çÿреме юратнă.

Хĕрĕсем амăшĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ-кĕртнех – иккĕшĕ те медсестрана вĕренсе тухнă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак ĕçре тăрăшнă. Людмила паян та ĕçлет-ха. Кĕçĕн хĕрĕпе Гальăпа упăшки пенсие тухсан амăшĕпе çывăхрах пулас тесе тăван тăрăха таврăннă. Ватă амăшне пĕччен хăварас килмен. Ывăлĕсем Вовăпа Коля Сургут хулинче ĕçлеççĕ.

Рыжовсен çемйи питĕ туслă. Вĕсенчен пĕри çурт лартать-и, çăл чавать-и е пахчара ĕçлет – ыттисем сăмахпа та, ĕçпе те, укçа-тенкĕпе те пулăшаççĕ.

Маруç аппа килĕнче çулла яланах шавлă. Мăнукĕсем ÿснĕ чухне çăвĕпех Шаккăлта пурăннă. Кинемей вĕсене кашни кунах виçшер хут апат пĕçерсе çитернĕ. Мăнукĕсемпе пĕрле урамра вылякансене те вăрăм сĕтел хушшине час-часах лартнă. Халĕ те ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн, мăнукĕсен ачисемшĕн кулянать. Ват шăмшакĕ ыратнине пăхмасăрах вăйĕ çитнĕ таран пахчара тăрмашать. Ĕçсĕр пĕр самант та пурăнаймасть кинемей.

Кÿршĕри ватăсем урама час-часах тухаççĕ, ĕлĕкхине аса илеççĕ, çĕнĕ хыпарсене сÿтсе яваççĕ.

– Асатте вилес умĕн хăйне пăхнăшăн мана пил пачĕ, çавăнпах нумай пурăнатăп пуль, – тет Маруç аппа.

Тăхăр вунă çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатăп, çĕр çула çит, ачусене савăнтарса пурăн, Маруç аппа.

С.ВАСИЛЬЕВА.

Шаккăл ялĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика