26 июля 2013 г.
ЧР Правительствин агропромышленность комплексĕн, мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнчи хаксем улшăннине хăвăрт шута илекен ыйтусемпе ĕçлекен комиссийĕпе Ял хуçалăх министерствин коллегийĕ пĕрлехи ларăва кăçал Етĕрне районĕнче ирттерчĕç.
Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров агропромышленность комплексĕн 2013 çулăн пĕрремĕш çуррин ĕçĕ-хĕлĕ тата вырмана, кĕр акине хатĕрленесси епле пыни çинчен каласа кăтартрĕ. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, мĕн пур тытăмри хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕм калăпăшĕ 2013 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче – 7,8 миллиард тенкĕпе, производство индексĕ 100,4 процентпа танлашнă.
Кăçал республикăра ял хуçалăх культурисем 549,3 пин гектар йышăнаççĕ (пĕлтĕрхин 100,9 проценчĕ), вăл шутра тĕш тырă – 264,6 пин гектар (107,4 процент), çĕр улми – 39,7 пин гектар (82,5 процент). Чылай муниципалитет лаптăка пысăклатнă, Çĕмĕрле районĕнче ăна 15,5 процент пĕчĕклетнĕ.
Тевекеллĕ çĕр тăрăхĕнче те кĕрхисем шанчăклă тухăç параççĕ. Шел те, ăна 2012 çулта палăртнин иккĕ виççĕмĕш пайне çеç акнă. "Кăçал пур районăн та плана тултармаллах", – терĕ Эдуард Валентинович. Кĕрхисене 100 пин гектар акмалла. Хальлĕхе 50,2 пин гектар çĕр хатĕрленĕ. Вăрлăхпа та лару-тăру çивĕч, 1639 тонна çеç (7 процент) пур. 1415 тоннине тĕрĕсленĕ, 42 проценчĕ акма юрăхлă.
ЧР Правительство комиссийĕ 2013 çулхи утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче республикăра чрезвычайлă лару-тăру туса хуни çинчен пĕлтерчĕ. Министр çумĕ патшалăх пулăшакан субсидисемпе туллин усă курма, мелиораци техники туянма чĕнсе каларĕ. Ку енĕпе республика бюджетĕнче 25,25 миллион тенкĕ пăхса хăварнă, федераци хыснинчен 19,4 миллион тенкĕ килмелле. Пулăшу калăпăшĕ пĕтĕмпе 1862,3 миллион тенкĕпе танлашмалла. 2013 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне 1127,6 миллион тенкĕпе усă курнă.
Вырмана 763 комбайн хутшăнать. Шел пулин те, 728-ĕшне 2000 çултан маларах туса кăларнă. Çĕнĕ техника çителĕксĕр, çавăнпа кашни комбайнăн нормăпа 250 гектар вырмалла пулсан, кăçал ытларах – 322 гектар тивĕçет. Куславкка, Улатăр, Муркаш районĕсенче – 424-568 гектар таранах. Ĕççи вăй илсех пырать, анчах уй-хир карапĕсен 78 проценчĕ çеç юсавлă. Нефть продукчĕсене çине тăрсах кÿрсе килмелле. Хальлĕхе дизель топливи 52 процент, бензин 33,5 процент хатĕрленĕ.
Лару çапла йышăнчĕ: хресченсен йывăрлăхсене çĕнтерме пĕтĕм резервпа усă курмалла, вырмана вăхăтра та çухатусăр ирттермелле, кĕр акин лаптăкне палăртнинчен чакармалла мар.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Н.Виноградова кăçал тыррăн шантаракан чи пĕчĕк хакĕпе паллаштарчĕ. Вăл епле йĕркеленесси тухăçпа, çанталăк условийĕпе çыхăннă. "Раççейĕн Европа пайĕнчи 14 регионта типĕ çанталăк тăрать", - пĕлтерчĕ Наталия Николаевна. Çак йыша Чăваш Ен те кĕрет.
ЧР Конкурент политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службипе тата Экономика аталанăвĕн министерствипе килĕшсе татăлнă тăрăх – малтанласа палăртнă гарантиленĕ чи пĕчĕк хаксем:
3 класлă 1 тонна сутлăх тулăшăн – 6550 тенкĕ (2012 çулта: 5400 тенкĕ, 121 процент);
4 класлă тулăшăн – 6300 тенкĕ (2012 çулта: 5000 тенкĕ, 126 процент ;
А ушкăнри ырашшăн – 4950 тенкĕ (2012 çулта 4200 тенкĕ, 117,9 процент).
В.ГРИГОРЬЕВ.