АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэзи уншăн чун киленĕвĕ

24 июля 2013 г.

Шуркасси ялĕ паллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Николай Агаков сăвăç. Николай Михайлович Шуркасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех унăн чĕринче поэзи туйăмĕ вăй илнĕ, хут çине сăвă йĕркисем шăрçалама хистенĕ. Пĕрремĕш сăввине 15 çулта чухне çырнă, ăна вăл юратнă амăшне халалланă.

Н.Агаков ачаранах спортпа туслă пулнă. Футболла, теннисла, шашка-шахматла выляма, йĕлтĕрпе чупма юратнă. Шкулта, районта иртекен пĕр ăмăртуран та юлман. Çамрăк чухне Атăл, Кама юхан шывĕсем тăрăх çÿрекен пăрахутсем çинче ĕçленĕ. Ку вăхăтра сăвă çырас туртăм пушшех вăйланнă. Мăнаçлă та илемлĕ Атăла халалласа чылай сăвă хайланă вăл.

Николая капитан пулас ĕмĕт канăç паман. Вăл Чулхулари И.П.Кулибин ячĕпе хисепленекен юхан шыв училищинчен вĕренсе тухать, Шупашкарти юхан шыв портне вырнаçать, механик-капитана çитиччен ĕçлет. Тĕрлĕ теплоход çинче вăй хурать. Икĕ çул Мускавра хĕсметре тăнă хыççăн яла таврăнать те тăван хуçалăхра хăрушсăрлăх техникин инженерĕнче тăрăшать.

Кирек ăçта ĕçлесен те Николай Агаковăн сăвă çырас туйăмĕ иксĕлмест. Вăл чун киленĕçне поэзире тупать, "Канаш ен", "Тантăш", "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатсемпе тачă çыхăну тытать. Унăн сăввисем юлашки çулсенче çак хаçатсенче тăтăшах кун çути курма пуçларĕç. Пире ырă кун-çул пилленĕ аннесем, ăс парса ÿстернĕ вĕрентекенсем, тăван ял, Чăваш Ен, сиплевçĕсем çинчен нумай çырать. Юратупа çут çанталăк темисем те айккинче юлмаççĕ.

2012 çулта Николай Агаковăн "Эсĕ маншăн сывлăш", "Эх, юрату, юрату..." кĕнекесем кун çути курчĕç, автор вĕсене ял библиотекине те парнелерĕ. Кăçал тепĕр кĕнеке кăларас шутлă-ха вăл. Н.Агаковăн ĕçĕсемпе кăсăкланакансем библиотекăна килеççĕ, кĕнекисемпе паллашаççĕ, сăввисене тишкереççĕ.

Николай Михайловичпа мăшăрĕ икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстерчĕç. Ывăлĕ хăй пекех спортпа туслă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. Физкультура учительне вĕренсе тухрĕ. Хĕрĕ Таня сăвăсем çырма кăмăллать. Вăл Канашри медицина колледжĕнче вĕренет.

Л.ФИЛИППОВА,

Шуркасси ял библиотекарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика