24 июля 2013 г.
Çулла çулсем çинче скутерсен шучĕ ÿсет. Саккунпа килĕшÿллĕн паян скутерпа 16 тултарман ачасен çÿреме юрамасть, апла пулин те çак çула çитмен водительсем кашни кунах йышланса пыраççĕ. Статистика кăтартăвĕсем çан-çурăма çÿçентереççĕ. Анчах та çакă ачисене скутер туянса паракан ашшĕ-амăшне те, пысăк хăвăртлăхпа ярăнма ĕмĕтленекен ачасене те шухăшлаттармасть.
Хÿтлĕх хатĕрĕсем çинчен çамрăк водительсем пĕлмеççĕ те пулĕ. Шлем инкекре пурнăçа çăлса хăварма пултарни вĕсемшĕн халиччен пĕлмен çĕнĕлĕх вырăнĕнчех. Аварие ытларах чухне 12-16 çулти ачасем лекеççĕ. Саккун тăрăх вĕсем руль умне ларма ирĕк паракан правана та илеймеççĕ-ха. Ахăртнех, хаклă тетте туянса паракан ашшĕ-амăшĕ урăхларах шутлать. Юратнă тĕпренчĕкĕсене савăнтарас тесе хăйсем мĕнле пысăк йăнăш тунине те ăнланмаççĕ. Кайран, ача аварие лексе сусăрлансан е пурнăçран уйрăлсан, ÿкĕнмелле пулса тухать. Чĕрĕ юлсан тем пекехчĕ-ха.
Специалистсем палăртнă тăрăх, икĕ урапаллă транспорт хатĕрĕсемпе çÿрекенсем автомобилистсемпе танлаштарсан аварисене 10-15 хут нумайрах лекеççĕ. Техника тĕлĕшĕнчен пăхсан скутер – куçăм хăвăртлăхне сехетре 50 çухрăма çити ÿстерме пултаракан çăмăл мотоцикл. Çав вăхăтрах вăл велопед евĕрлĕ те. Ăна ГИБДД органĕсенче регистрацилемелле мар, патшалăх техтĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла мар, унпа çÿреме нимĕнле документ та кирлĕ мар.
Скутер е велосипед туянсан лайăхрах; Ытларах чухне çамрăксем пĕрремĕшне суйлаççĕ. Çавăнпа та çул-йĕр правили мĕн иккенне те ăнланман çĕр-çĕр ача иртен пуçласа каçчен республика çулĕсем тăрăх ярăнать. Çакна шута илсе Чăваш Ен ГИБДД Управленийĕ июль уйăхĕн вĕçĕччен "Скутер" операци ирттерет.
Д.ГУСЕВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.