АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ патне çитмĕл çултан

24 июля 2013 г.

Кăçалхи çу уйăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 68 çул хыçа юлчĕ. Пурпĕрех чĕре суранĕ кашни çемьерех пурри сисĕнет. Çĕнĕ Чалкасси ялĕнчен фронта 112-ĕн тухса кайнă. 48-шĕ çеç тăван киле таврăннă. Ыттисем çапăçу хирне яланлăхах выртса юлнă. Вĕсене тăванла масарсене пытарнă, хыпарсăр çухалнисем те пур. Паянхи куна ялта пĕр вăрçă ветеранĕ те юлмарĕ.

Вăрçа пĕр çемьерен темиçен тухса кайнисем те пур. Акă Андреевсен çемйинчен тăваттăн – Иван, Александр, Илья, Степан – Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлекенсен ретне тăнă. Пĕри те каялла çаврăнса килеймен. Никитинсем те тăватă ывăлне фронта ăсатнă. Пĕрне çеç, Петĕр ятлине, аманса сусăрланнăскере, кĕтсе илнĕ. Иван, Алексей тата Василий паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса пуçĕсене хунă.

Вăрçă умĕн, вăрçă хыççăн çуралнисем ватлăхăн пĕрремĕш карталашки çине ярса пусрĕç ĕнтĕ. Малти Тукай çынни, ĕç ветеранĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Никитин каласа панине вулакансем патне çитерер-ха: "Пурнăç шăпи тĕрлĕрен пулать. Анне çĕре кĕнĕ чухне эпĕ 3-ре, Арсентий пичче 8-та пулнă. Атте иккĕмĕш хут авланчĕ. Анчах та мăшăр пĕрле нумай пурăнаймарĕ: вăрçă тухрĕ. Аттене ялĕпех фронта ăсатрĕç. Темиçе уйăхран Валери шăллăм çуралчĕ. Иккĕмĕш анне кăвак çутлах ĕçе тухса каятчĕ те сĕм çĕрле кăна таврăнатчĕ. Пирĕншĕн чунне пама хатĕрччĕ вăл, çын тăвас тесе тапаланатчĕ. Ытла та тертлĕ пулчĕç вăрçă çулĕсен кунĕсем, уйрăмах хĕллехи вăхăтра. Çанталăкĕ си-вĕччĕ, ăшă тумтир çукчĕ, хырăмĕ пĕрмай выçатчĕ, нихăçан çисе тăранассăн туйăнмастчĕ. Çăпата тĕпĕсене ан çĕтĕлччĕр тесе кĕркуннепе çуркунне такан, хĕллепе çулла резина татăкĕ çапса паратчĕç.

Атте çырăвĕсем тăрăх вăл лейтенант пулнине, пилĕк хутчен аманнине, сывалса тухсанах çапăçăва кĕнине пĕлтĕмĕр. Эпир, шĕвĕрккесем, унпа çав тери мухтанаттăмăр, хамăр пекех вĕтĕр-шакăр умĕнче мăнаçланаттăмăр. Пирĕн килте атте фронтран янă юлашки çыру халĕ те упранать. Ачалăх шанăчăклăх çирĕплĕхĕпе, çутă пуласлăхпа, çунатлă ĕмĕтпе пуян. Аттен виле хучĕ килсен те эпир ăна кĕтме пăрахман. Вăрçă пĕтсен салтаксем таврăнма пуçларĕç. Телейлĕ ачасемпе хĕрарăмсем нумаях марччĕ. "Аттеçĕм, ăçта выртатăн-ши эсĕ;", – текен шухăш канăç памастчĕ. Вил тăприйĕ çине ларса пĕр вĕçĕм ун çинчен шухăшлас килетчĕ".

Çут çанталăк саккунĕсене пăхăнса Виталий Алексеевич йывăç лартса ÿстернĕ, авланса çурт-йĕр çавăрнă, савăнмалăх виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Юратнă мăшăрĕ, Клавдия Алексеевна, йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. В.Никитин ялта ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ырă чунĕпе, уçă кăмăлĕпе паллă. Ял-йыш хисеплет ăна, хăй те вĕсемсĕр пурăнаймасть. Ветерансен канашĕн ертÿçи пулнă май ватăсем патĕнче тăтăшах пулать, пултарнă таран пулăшма тăрăшать. Вăл çине тăнипе вăрçăра пуçĕсене хунă ентешĕсене асăнса лартнă палăка çĕнетрĕç, вилнисен ячĕсене çырса хучĕç.

Виталий Алексеевича ача чухнехи ĕмĕт-шухăшĕ пурнăç тăршшĕпех канăç памарĕ, вăл хăйне евĕрлĕ тĕллев пулса тăчĕ. Çакна, паллах, ачисем сисмен мар. Нумаях пулмасть унăн ывăлĕсене Олега, Леонида тата Владислава интернетра аслашшĕ çинчен пĕлме тÿр килнĕ. Акă мĕн çырнă унта: "Лейтенант Никитин Алексей Никитич 1905 г. рождения, командир взвода 520 стрелкового полка Сумско-Киевской дважды Краснознаменной 167 стрелковой дивизии погиб в боях Великой Отечественной войны 08 августа 1943 г. Захоронен в с. Ольшанка (Украина)". Çакă вара Никитинсемшĕн хăйне евĕрлĕ çул çÿрев картти пулса тăнă. Виталий Алексеевич каласа панинчен: "Хамăр машинăпа кирлĕ çĕре икĕ кунта çитрĕмĕр. Чикĕ леш енĕ теме чĕлхе ниепле те çаврăнасшăн мар. Чи малтан шырав отрячĕн ертÿçипе тĕл пултăмăр. Вера Егоровна Залевская пире тараватлăн йышăнчĕ. Хăй вăхăтĕнче вĕрентекен те, директор та пулса ĕçленĕскер питĕ ăшпиллĕн калаçрĕ. Малалли çул Сумски, Недригайловски, Краснопольски районĕсене выртрĕ. Хаяр çапăçусем пулнă вырăнсенче гранит плитасем хунă. Вилнисен списокĕсем пур, йĕри-тавра чечексем ешереççĕ. Сенное, Груновка, Ольшана, Ольшанка салисене çитсе куртăмăр. Пирĕн аттене тата ыттисене Ольшанкăри тăванла масара куçарса пытарнă.

Вырăнти ватăсем каланă тăрăх, çÿлерех асăннă саласенче пĕр çурт та юлман, йывăç-курăк та çунса ĕннĕ. Юнлă çапăçусем пынă кунта. Чĕрĕ юлма май та пулман. Чунра мĕн туйнине калама сăмахăм çитмест. Хам та сисмерĕм, пит çăмартисем тăрăх вĕри куççуль тумламĕсем юхрĕç те юхрĕç. Çав вăхăтрах аттеçĕмпе мăнаçлантăм. Савăнăçпа хурлану куççулĕсем пĕрлешрĕç пулас.Шăп та лăп çитмĕл çултан ачасем пулăшнипе аттен вил тăприне шыраса тупрăм. Чăваш ялĕнчен илсе килнĕ пĕр ывăç тăпрана ăна пытарнă вил тăпри çине хутăм. Аттемпе пĕрле çав çапăçура 530 салтак вилнĕ терĕç пире. Шыравçăсене нумайăшĕн ятне-шывне тупма май килнĕ. Кашни саларах, станицăрах палăксене тирпейлесе тăраççĕ, йывăçсем ÿсеççĕ, вĕсен вуллисене шуратаççĕ, хитре чечексем куçа илĕртеççĕ. Хăш-пĕр çĕрте часавайсем те пур. Вырăнти халăх палăксене пăхса тăни савăнтарать. "Мĕнле манăн-ха вĕсене; Салтаксем юн юхтарнă çĕр çинче эпир пурăнатпăр, утатпăр. Хăйсене хĕрхенмесĕр пире пурнăç парнелесе хăварнă-çке вĕсем. Мĕн чухлĕ çамрăкчĕ...", – терĕ кĕмĕл тĕслĕ, сайра çÿçлĕ кинемей куç айне тутăр вĕçĕпе шăлса. Çав хушăрах пирĕн çине ăшшшăн пăхса çапла хушса хучĕ: "Ашшĕне хисеплени, аслашшĕне манманни куç умĕнчех, сăвап вĕсене çакăншăн". Ольшанкăра вырăнти депутатсемпе, ял Канашĕн председателĕпе тĕл пултăмăр. Тав сăмахĕсем икĕ енчен те пулчĕç.

Вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă халăх хальхи халăхран урăхларах, ырăрах. Сумы, Белгород, Курск çывăхĕсенчи уйсем тап-таса, акман-сухаламан хирсем çук. Çĕр хакне пит лайăх пĕлеççĕ çав тăрăхсенче пурăнакансем. Украинăна кайса курни – манăн пысăк савăнăç. Шыравçăсене, Ольшанка салинче пурăнакансене, хамăн ывăлăмсене, вĕсен çемйисене çĕре çити пуç тайса чун-чĕререн тав тăватăп. Мăнукăмсене илсе кайса кăтартсан тем пекехчĕ те çав", – вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Алексей Никитич лейтенантăн ывăлĕ Виталий Алексеевич.

Эпир те, унăн ентешĕсем, Никитинсемшĕн савăнатпăр. Тен, кам та пулин çакăн йышши çул çÿреве тухас тейĕ. Иртнине манма пирĕн ирĕк çук, мĕншĕн тесен пуласлăх иртни çинче никĕсленет.

Л.ОРЛОВА.

Çĕнĕ Чалкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика