24 июля 2013 г.
"Исток" тулли мар яваплă пĕрлĕхре районти зооветспециалистсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илес енĕпе мĕнле ĕçленине, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем епле пынине сÿтсе явнă, фермăсенчи витесене хĕле хатĕрлес тата ытти ыйтусене пăхса тухнă.
Канашлăвăн пленарлă пайĕ Янкăлч вăтам шкулĕнчи Çарпа ĕç мухтавĕн музейĕнчи экспонатсемпе паллашнинчен пуçланнă. "Исток" хуçалăхăн сĕт-çу ферминче пулнă. Кунта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çуркунне пăру тата сысна витин тăррисене юсанă, халĕ урайсене сараççĕ, стенасене шуратаççĕ. Ферма территорине карта тытса çаврнă, кĕнĕ çĕрте дезобарьерсем тата дезоматсем вырнаçтарнă.
Канашлăвăн теори пайĕ Вăтакас Татмăшри культура çуртĕнче иртнĕ. Кун йĕркине 3 ыйту кĕртнĕ: выльăх-чĕрлĕх отраслĕн, районăн ветеринари службин тата ветлабораторин çур çулта тунă ĕçĕсене пĕтĕмлетесси. Çак ыйтусемпе район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ С.Васильев, ветеринари службин, ветеринари лабораторийĕн пуçлăхĕсен ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Н.Андреева тата Л.Антонова тухса калаçнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.