АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сарă тулă пуссинче

24 июля 2013 г.

Çак эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров района тухса вырма ĕçĕсемпе паллашнă. Кĕрхи тĕш-тырă 2343 гектар йышăнать. Утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне планпа пăхнин 27 процентне, 640 гектарне, пухса кĕртнĕ. тырă пуссисенче 14 комбайн ĕçлет. Вырмана Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕсем, "Хучель", "Канмаш" агрофирма", "Цивиль", "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Э.Шамуков, Д.Семенов, И.Протасов, И.Лукиянов хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тухнă. "Путь Ленина" ЯХПКра кĕрхи тулла çапса пĕтернĕ, гектар тухăçĕ – 15 центнер. Ку енĕпе чи пысăк кăтарту "Канмаш" агрофирма" пĕрлĕхĕн – 22 центнер.

Районта утçи пырать. Киров ячĕллĕ тата "Цивиль" хуçалăхсенче сенаж хываççĕ. Районĕпе 4671 тонна утă (планпа пăхнин 134 проценчĕ), 9350 тонна сенаж (65 процент), 450 тонна силос (5 процент) хатĕрленĕ. Кĕр аки ирттерме 2961 гектар çĕр хатĕрленĕ.

"Канмаш" агрофирма" пĕрлĕхĕн Вăтапуç ялĕ çумĕнчи сарă тулă уйĕнче комбайн "хăлаçланать". Ăна Павловсем ĕçлеттереççĕ. Петр Иванович – опытлă механизатор, шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа туса пырать. Ăна Вăрăмпуç шкулĕнче вĕренекен ывăлĕ Леня пулăшать. Ашшĕ пекех ĕçчен, кăмăллă ача. 7-мĕш класра ăс пухнă чухнех ашшĕнчен хăпма пĕлмен, унпа пĕрле техника патĕнче тăрмашнă. Халĕ "уй-хир карапне" май пулсан хăех "сиплеме" те пултарать.

Хуçалăха ертсе пыракан Валерипе Андрей Лапшинсем пĕлтернĕ тăрăх, пĕрлĕхĕн çĕрĕсем 1400 гектар йышăнаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте: Вăтапуç ял тăрăхĕн территорийĕнче – 500, Ухман тăрăхĕнче – 210, Асхва çывăхĕнче 160 гектар. Çак лаптăксенче çурхи тулă тата урпа ÿстереççĕ. Аслă Мами тата Çатăрка-çырми ялĕсем çывăхĕнчи пушă выртакан 160 тата 100 гектар çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме хатĕрленеççĕ.

"Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн уйĕсемпе йĕтемĕ çинче ĕç вĕресе тăрать.Тырра 750 гектар çинчен пухса кĕртмелле.Çумăр çуман пирки тухăçĕ ытти çулсенчи пек пысăк мар: гектартан вăтамран та 14-15 центнер тухать. 60 гектар йышăнакан тулла Н.Григорьевпа унăн пулăшуçи С.Алексеев тытса пыракан комбайн тÿрех вырса тĕшĕлет. Ăна уйран П.Дмитриев турттарать. Йĕтем çинче Хучел шкулĕнче вĕренекенсем тата ял çамрăкĕсем ĕçлеççĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика