АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăшĕсем тÿрленме шутламаççĕ те

19 июля 2013 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕ малтан преступлени туса айăпланнă çынсемпе профилактика ĕçĕсем ирттерессине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Пĕрре тĕрмере ларса курнă çын унти пурнăç тути-масине лайăх пĕлет. Çавăнпа та пĕрисем унта тек нихăçан та лекес марччĕ тесе тĕрĕс-тĕкел пурăнма тăрăшаççĕ, теприсем вара тĕрмере пурнăç çăмăлрах тесе тÿрленме шутламаççĕ те.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти полици органĕсенче 561 çын учетра тăрать: çав шутра ирĕке тухнисем 49 çын, условно майпа тĕрмерен маларах тухнисем – 26, ирĕкрен хăтармасăр айăпланисем – 96, тĕрлĕ сăлтава пула уголовлă яваплăхран хăтарнисем – 20, уголовлă ĕçе тĕпченĕ вăхăтра ирĕкре пурăнакансем – 71, кил-тĕрĕшре харкашма юратакансем – 225, вăраха кайнă алкоголизм чирĕпе чирлекенсем – 14, психика тĕлĕшĕнчен чирлĕ, ыттисемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакансем – 28, çул çитмен çамрăксем 53 çын тата ыттисем те. Тĕрмерен тухнисем тĕлĕшпе учетпа профилактика ĕçĕсем пуçарнă.

Малтан пĕрре саккуна хирĕçле ĕç тунă çынсем каллех преступленисем ан туччăр тесе ял тăрăхĕсенче ирттерекен рейдсем вăхăтĕнче участковăйсем вĕсем патне килĕсене кĕрсе ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ, пурнăç условийĕсене тишкереççĕ. Кунсăр пуçне айăплисене çĕрлехи вăхăтра ятарлă бригада вырăна тухса тĕрĕслет.

2013 çулта учетра тăракансенчен 6-шĕ административлă йĕркене пăснă, вĕсене явап тыттарма тивнĕ. Кашни патруль машининчех учетра тăракан çынсен списокĕ пур, çавăнпа та кирек хăш яла çитсен те полици сотрудникĕсем çав çынсем патне кĕрсе тухма пултараççĕ.

Кăçалхи 6 уйăхра малтан преступлени тунă çынсем 92 хутчен саккуна пăснă. Рецидивла преступноç шайĕ 16,8 процент ÿснĕ, республикăра – 1,3 процент. Шухăшлаттаракан кăтарту паллах. Çавăнпа та преступлени çулĕ çине тăнă çынсемпе профилактикăн мĕн пур субъекчĕн пĕрле ĕçлемелле. Ял тăрăхĕсен территорийĕсенче притонсене, наркотиклă курăксем лартса ÿстерекен вырăнсене тупса палăртассипе тăтăшах рейдсем ирттермелле.

Л.АНТОНОВА,

районти полицин участковăйсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика