АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Праски кинемей тăхăр вунна çитрĕ

19 июля 2013 г.

Юн кун Ăвăспÿрт Кипечре пурăнакан П.Иванова çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Перасковья Касьяновна нумай çул колхозра ĕçленĕ. Вăрçăн асаплă çулĕсене куççульсĕр аса илеймест. Праски тантăшĕсемпе пĕрле Тăвай районĕнче окоп чавнă, вăрман каснă, йывăр пĕренесене вакунсем çине тиенĕ. Ывăлне пĕчченех пăхса ÿстернĕ. Мăшăрĕн пурнăçĕ синкерлĕ вилĕмпе татăлнă. Ун чухне Перасковья Касьяновна йывăр хĕрарăм пулнă.

Хальхи вăхăтра юбиляр ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Икĕ мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕ хăнана килсех тăраççĕ. Праски кинеми çулне кура мар вашават. Пахча çимĕç йăранĕсене, анисене çум курăкран тасатать, çулса пăрахнă утта тавăрать.

Хисеплĕ ватăна юбилей ячĕпе район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, хулапа район халăхне социаллă хÿт-лĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.Маркелова, Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов, çывăх çыннисемпе тăванĕсем, кÿршисем ăшшăн саламларĕç, парнесем, чечексем пачĕç, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика