АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Дисциплинăна çирĕплетес тĕллевпе

17 июля 2013 г.

Автотранспортпа çÿрекен пассажирсем паян – çул-йĕр участникĕсен нимĕнле хÿтлĕхпе те тивĕçтермен категорири çынсем. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, аварисенче пассажирсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ вилнĕ тата аманнă. Автотранспортпа çула ларса тухакансенчен чылайăшĕ хăрушсăрлăх хатĕрĕсемпе – хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе, минтерĕпе, ачасене лартса çÿремелли ятарлă ларкăчсемпе – усă курма е вĕсем çинчен пĕлмеççĕ.

2013 çулта пассажирсене турттаракан автотранспорт хатĕрĕсем 76 хутчен аварине лекнĕ, вĕсенче 4 çын пурнăçĕ татăлнă, 123 аманнă (2012 çулта: 107 – 3 – 148). Автобуссен водителĕсен айăпĕпе 43 инкек пулнă, 1 çын вилнĕ (2012 çулта: 55 – 1 – 76).

Инкексен сăлтавĕ чи малтанах пысăк хăвăртлăхпа пынипе çыхăннă. Автотранспортсен хушшинчи дистанцие тĕрĕс тытса пыманнипе, хирĕçле килекен куçăм йĕрĕ çине тухса кайнипе, çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе, светофор сигналĕсене шута илменнипе хăрушă аварисем пулаççĕ те.

Пассажирсене турттаракан транспорт хатĕрĕсене тĕрĕслени çакна кăтартса парать: çынсене автобуссене палăртнă хисепрен нумайрах лартаççĕ, водительсем хăвăртлăх режимне пăсаççĕ, саппас алăксемпе чÿречесем юсавсăр е вĕсене уçăлмалла мар туса хураççĕ.

Автобуссемпе çул çÿрекенсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес, водительсем хушшинче дисциплинăна çирĕплетес тĕллевпе район территорийĕнче июлĕн 12-мĕшĕнче "Автобус" рейд ирттернĕ.

Д.ГУСЕВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика