17 июля 2013 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçалхи пĕрремĕш çур çуллăхра 231 тонна аш-какай туса илнĕ, ку кăтарту пĕлтĕрхи кăтартăвăн 105,4 проценчĕпе танлашать. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ какай туса илессине лайăхлатнă. "Цивиль", "Канаш", "Исток", "Сормовский" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче, Киров ячĕллĕ хуçалăхра производство кăтартăвĕсем выльăхсен шутне чакармасăрах лайăх. Туса илнĕ мĕн пур аш-какайăн 76 проценчĕ – ĕне выльăх ашĕ, кайăк-кĕшĕк ашĕ – 22 проц., ыттисем – сыснан тата ыт.те.
Асăннă тапхăрта 2751,4 тонна сĕт туса илнĕ. "Путь Ленина", "Цивиль", "Канаш", "Исток", "Восход", "Урюм", Киров ячĕллĕ, "Сормовский" хуçалăхсем 2012 çултипе танлаштарсан кăтартусене палăрмаллах лайăхлатнă.
Районта пĕр "Исток" хуçалăх кăна халăхран сĕт пуçтарассипе ĕçлет.
Пĕр ĕнерен вăтамран 2237 килограмм сĕт суса илнĕ, пĕлтĕр 2092 килограмм сунăччĕ. Кунта Киров ячĕллĕ хуçалăхăн Атнашри сĕт-çу фермине (3546 кг), "Канаш" (2711 кг), "Цивиль" (2489 кг) хуçалăхсене уйрăммăн палăртса хăвармалла.
Пĕлтĕрхи çулла кăçалхи пек типĕ пулманран хуçалăхсем выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлесе хăварчĕç, çакă вăл, паллах, сăвăма та пысăк витĕм кÿчĕ. Ĕнен сĕчĕ унăн чĕлхи çинче теççĕ вĕт-ха, паха апат вара ĕнене вăй кÿрет, çавна май сĕт те нумайрах антарать. Паян хуçалăхсем сĕт сутса кăна тупăш илме пултараççĕ. Сĕт рынокĕнчи хаксем кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан пĕр пек шайра тытăнса тăраççĕ. Çавăнпа та хуçалăхсен ĕнесен йышне упраса хăварма тăрăшмалла. Ĕне выльăх усракан çын ĕлĕк те ура çинче çирĕп тăма пултарнă.
100 гектар çĕр пуçне выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ туса илесси июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14,9 центнерпа танлашнă. Кунта та "Канашпа" Киров ячĕллĕ хуçалăхсем тăрăшуллă. 100 га çĕр пуçне районĕпе вăтамран 173,2 центнер сĕт туса илнĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăхра – 695,5 ц, "Восход" ОООра – 333 ц.
Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ паян 3537 пуç, пĕлтĕрхинчен 102,7 проц. ÿснĕ. Хуçалăхсенчен чылайăшĕ выльăхсен йышне сыхласа хăварма пултарнă. "Агат", "Родник", "Хучель" ОООсем вара выльăхсен шутне чакарса пыраççĕ. Чи пысăк сăлтав, хуçалăхсен ертÿçисем каланă тăрăх, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çукки. Çынсем паян фермăсене ĕçлеме каясшăн мар. "Агатпа" "Хучелте", сăмахран, ĕç укçи пĕчĕк мар тата ăна вăхăтра тÿлеççĕ, апла пулин те вырăнти халăх хуçалăх ĕçне явăçмасть. Мускавра вара ĕçлемесĕрех укçа параççĕ-ши;
Ĕнесем районĕпе 1202 пуç, пĕлтĕр 1251 пуç пулнă. "Цивильпе" "Канаш" ĕне кĕтĕвне çулленех пысăклатса тата çĕнетсе пыраççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа 910 пуç мăйракаллă шултра выльăха, 182 пушмак пăрăва сиктернĕ тата искусствăлла майпа пĕтĕлентернĕ, 2012 çулта 949 пуç выльăха çакăн пек майпа пĕтĕлентернĕ. Ку енĕпе "Канаш" тата "Восход" хуçалăхсенче лайăх ĕçлеççĕ.
Ултă уйăхра 883 пăру илнĕ, пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 881 пăруччĕ. "Путь Ленина", "Цивиль", "Канаш", "Исток", Киров ячĕллĕ, "Хучель", "Сормовский" хуçалăхсенче пăрусене иртнĕ çулхинчен нумайрах илнĕ. Çавна май вĕсенче сăвăм шайĕ те 2012 çултинчен пысăкрах.
100 ĕне пуçне 18 пăру илнĕ. 100 ĕне пуçне 15 пăруран ытларах илнĕ хуçалăхсем – "Путь Ленина" ЯХПК, "Цивиль", "Канаш", "Восход", "Сормовский" ОООсем. Кунта кĕтĕве ватă, чирлĕ ĕнесене сĕт нумай антаракан çамрăк выльăхпа çĕнетсе пыраççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра вăтамран 484 грамм ÿт хушаççĕ. 2012 çулта çак кăтарту 499 грампа танлашнă. "Канаш", Киров ячĕллĕ хуçалăхсенче ÿт хушаслăх 500 грамран иртет, ыттисенче – сахалрах. Выльăхсем талăкра 600 грамм ÿт хушма пуçласан тин выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пысăк тупăш кÿме пуçлать. Пĕтĕмпех ĕне-вăкăра, пăрусене мĕнле условисенче усранинчен, мĕнле пахалăхлă апат çитернинчен килет. Чĕрĕ виçепе 300 килограмм таякан вăкăрсен талăкра 1000-1200 грамм ÿт хушмалла. Витаминлă тата минераллă хутăшсемпе пуянлатнă апат, паллах, кирек мĕнле выльăхшăн та усăллă кăна. Кăçал пысăк виçесем çинчен калаçма йывăртарах, шăрăх çанталăк улăх-çарана ĕнтсе ячĕ.
Сыснасен шучĕ районта пысăках мар, пĕтĕмпе те 151 пуç кăна. Хуçалăхсем сысна фермисене Африка чуминчен сыхлама хÿтлĕх хатĕрĕсемпе тивĕçтереймеççĕ. Сысна хăвăрт çитĕнекен выльăх. Ял çынни сыснана килти условисенче яланах ÿстерет, анчах та хуçалăхсем вĕсене çурасемпе тивĕçтереймеççĕ.
Паян выльăх апачĕ хатĕрлессипе хĕрÿ ĕççи пырать. Темшĕн-çке, хуçалăхсем кăçал пит васкамаççĕ. Çанталăк пахалăхлă утă хатĕрлеме майсем туса пачĕ. Апла пулин те хăш-пĕр ертÿçĕсем курăк çулмалли-вырмалли техникăна юсаса хута яман. Ку вăхăт тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене пĕр хут çулса пуçтарнă. Утта планпа палăртнă чухлех янтăланă, сенажа вара – 35 проц. кăна. Чылайăшĕ сенажа технологие пăсса хатĕрлет, çавна май вăл сенаж мар, тутлăхсăр силос пулать. Силос е сенаж хатĕрленĕ чухне вакланă курăкăн тăршшĕ 25-50 мм пулмалла. Симĕс массăна кустăрмалла тракторпа пусарттармалла. Çанталăк выльăх апачĕ хатĕрлекенсемшĕн питĕ лайăх тăрать кăçал, унăн ырă кунĕсемпе тухăçлă усă курса юлмалла.
Ĕнесем кунĕпех кĕтÿре, çавна май витесене юсама пикенмелле. Дезинфекци тумалла. Çуллахи вăхăтра йÿнĕ апатпа усă курса выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пысăк тупăш илсе юлма тăрăшмалла.
Тăвар пирки те манмалла мар, вăл выльăх организмне çулла та питĕ кирлĕ. Анчах та пăрçа йышши культурăсене нумай çитерме юрамасть, уйрăмах ир кÿлĕм тата çумăр çунă хыççăн. Унсăрăн выльăх кÿпĕнсе вилме пултарать. Сĕт пахалăхĕпе тасалăхĕ çинчен те манмалла мар. Вĕсем – сĕт хакне йĕркелекен тĕп факторсем.
С.ВАСИЛЬЕВ,
райадминистрацин ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.