17 июля 2013 г.
Маяк ялĕнче пурăнакансем иртнĕ эрне кун, Питрав кунĕнче, ял уявне те паллă турĕç. Халăх йышлă пухăнчĕ клуб умĕнчи лапама. Çамрăксем, халăха кунта йыхравласа, уяв пуçланичченех музыка кĕрлеттерме пуçларĕç.
- Кунта ытла шавлă, айта-ха, çырманалла анса калаçар, - терĕ мана Владимир Малов, кунти фермер, çĕр улми ÿстерсе районта кăна мар, республикăра та чапа тухнăскер.
- Тăван ял уявне ирттерес йăлана республикăра эпир чи малтан пуçласа ятăмăр тесен те йăнăш пулмасть пулĕ, - кĕскен ял историйĕпе паллаштарать мана Владимир Петрович. - Хальхи Маяк ялĕ вырнаçнă çĕре 1928 çулта сиккассисене уйăрса параççĕ, вара çав çулах 6 çемье кунта куçса килсе çурт-йĕр çавăрма пуçлать. Маяксем Питрав кунне мĕн кунта куçса килнĕренпех паллă тума пуçланă-ха, çĕнĕ çĕре куçнăранпа 60 çул çитсен Питрав кунĕпе пĕрле пĕрремĕш хут ял кунне те паллă турăмăр. Ку 1988 çулта пулчĕ.
Владимир Петрович каласа панă тăрăх, пĕрремĕш уява кунта чи малтан куçса килнĕ Мария Сурнаевăна та чĕннĕ иккен. Сиккассинчи хисеплĕ çынна, Суранов Илья Кузьмича та, кунта йыхравланă. "Эпĕ те çĕнĕ çĕре куçса каяс тесе çырăннăччĕ, анчах хăват çитеймерĕ", - тенĕ Маяк лавкки умĕнче иртнĕ пĕрремĕш ял кунĕнче Илья Кузьмич.
- Владимир Петрович, эсир ял уявне кашни çул мар, пилĕк çултан паллă тăватăр. Мĕншĕн çавăн пек;
- Çулсерен тусан, халăх йăлăхса çитет. Кашни çул эпир Питрав кунне паллă тăватпăр - чăваш кĕпи, тухья-хушпу тăхăнса, Питрав юрри юрласа ял йĕри-тавра çаврăнатпăр. Ял кунне ирттерме ятарласа комисси йĕркелетпĕр, вăл уяв сценарине çырать, ял халăхĕнчен укçа пуçтарать. Кăçал та комисси сценари хатĕрлерĕ, ытти ĕçсене туса ирттерчĕ. Уяв пысăк шайра иртессе шанатпăр.
Хăнасем Шупашкартан, Мускавран, Питĕртен те килекенччĕ-ха. Паян акă Шупашкартан хамăр ял çынни Николай Андреев юрăç çитрĕ. Иртнĕ уявра Альбина Саррипе Людмила Кириллова та пулнăччĕ. Оля Ендеровăпа Света Комарова та тăван ял уявĕнчен юлакан марччĕ. Шупашкарта тухтăра вĕренекен Юля Чебукова та тăван ял-йыша хăйĕн илемлĕ сассипе савăнтараканччĕ.
- Владимир Петрович, эсир çĕр улми лартса ÿстернисĕр пуçне хурт-хăмăр та тытатăр. Уява пухăннă ял-йыша сим пылпа хăналас кăмăл çук-и;
- Кăçал çăка ытти çулсенчен чылай иртерех çеçке çурчĕ те, пылĕ те маларах пулчĕ. Пыл кăрчамине те туса ĕл-кĕртĕмĕр, йÿçсе чарăнчĕ. Фляги нÿхрепрех ларать. Эпĕ сим пылпа хăналăп, мăшăрăм, Роза, караслă пылпа сăйласшăн.
Майĕпен-майĕпен маяксем клуб умне пуçтарăнма пуçларĕç - пуçне тухья тăхăннă хĕр-упраç, хушпу тăхăннă инке-кинемейсем пĕр-пĕринпе темĕн сÿтсе яваççĕ, шÿтлесе-кулса та илеççĕ.
- Вăхăт çитрĕ, атьăр, уява пуçлас! - терĕ мероприятие ертсе пыракан Владимир Малов. Илемлĕ чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсемпе кинемейсем, ретĕн-ретĕн тăрса, Питрав юррисем юрласа урам тăрăх утрĕç. Вăйăç та вĕсемпе пĕрле купăсне нĕрлеттерсе пырать.
- Кÿлĕ патне çитрĕмĕр, айтăр, сăвă калар!
Пурте карталанса тăчĕç, ĕлĕкхи, вăйă пăрахнă вăхăтри юрăсене шăрантарма тытăнчĕç. Чылай юрласа чуна кантарнă хыççăн каллех малалла утрĕç, шоссе хĕрринчи урама çитрĕç. Кунта ларакан лаштра хурăна варрине хупса каллех карталанса юрă юрларĕç.
Сценарипе халĕ "Сиккасси" ялĕнчен лавсемпе çĕнĕ çĕре куçса килекенсем çитмелле. Акă, пĕр урапи çитрĕ, унта туллиех "сиккассисем" тиеннĕ. Çĕр валеçме пикенчĕç:
- Çĕрне пĕр тăвансене пĕр вырăна парас!
- Çавăн пек пултăр!
- Кунта Исакка йăхĕнчен Алексеевсем куçса килнĕ. Мĕтрине, Иванне, Михалине пĕр вырăна парас çĕрне!
- Парас!
- Кунта Ендеровсем те килнĕ: Маркелĕ, Гришши, вĕсен аппăшĕ! Вĕсене ăçта парас;
- Вăрăм хĕрринче çĕр лайăх, çавăнта хуçалăх çавăрччăр!
- Кунта Ендеров Александрăн ачисем улттăн. Михали, Левентейĕ, Петĕрĕ, Сергейĕ... Вĕсене те пĕрле парар пулĕ!
- Парар! Вăрăм хĕр-ринче çĕр нумай, пурне те çитет!
- Кунта Сăрнай Юркки те куçса килнĕ вĕт пĕрремĕш! Ăна çĕрне ăçта парас;
- Парас шыв хĕрне! Унта çĕрĕ те пулăхлă, çырми те юнашарах. Çавăрччăр кил-çурт!
Çĕнĕ çĕре "куçса килнĕ", "çĕр пайланă" ятпа юрă юрлас, савăнас-кулас, вăйăсем выляс терĕç. Çавăнтах "лару-тăрупа" килĕшÿллĕ "Çерем пăсса вир акрăм" юрра юрлама, вăйă выляма пикенчĕç. Выляса-юрласа савăннă хыççăн пурте малалла утрĕç, лавкка, кафе вырнаçнă, асфальт сарнă лапама çитрĕç. Пуçланчĕ вара кунта ташă! Сăвă каласа ташша çаптараççĕ вĕт! Юрлама килнĕ артисчĕ те çаптарать, Володя Малов вара картара çамрăк каччă пек вĕçсе кăна çÿрет. Ывăнма та пĕлмест вĕт-ха! Инке-кинемейсем тата! Сăмахĕсене ăçтан тупаççĕ сăвă калама!
Клуб патне юрласа çитсен хĕрарăмсем пĕр сехетлĕхе ĕне сума киле кайса килес терĕç.
Какай шÿрписĕр мĕнле Питрав пултăр-ха; Така пусса икĕ пысăк хуранпа пĕçернĕ шÿрпене мухта-мухта сыпаççĕ маяксем. Владимир Малов та хăйĕн сим пылне илсе тухнă та, четвĕрт кĕленчинчен ярса парса ял-йыша хăналать. Унпа юнашарах Роза мăшăрĕ çынсене пыллă караса каса-каса тыттарать.
Самаях каç пулсан официаллă йĕркепе ял уявĕ пуçланчĕ, Владимир Малов кĕскен Маяк ялĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Ялти чи ватă хĕрарăма Комарова Ульха аппана, чи ватă арçынна, Иван Романов фронтовика, чи çамрăк ачана - эрне каялла çут тĕнчене килнĕ Дарина Владимировăна, çамрăк мăшăра - Марина Владимировăпа Андрей Алексеева (вĕсен туйĕ çитес кун пулмаллаччĕ) чысласа парнесем пачĕç.
Концерт та пулчĕ. Шелттем ял тăрăхĕн фольклор ушкăнĕ хатĕрлесе килнĕ концерт пурин кăмăлне те кайрĕ. Елчĕке кайма тухнă Валентина Кузнецова эстрада "çăлтăрĕ" çула май Маяка кĕрсе темиçе юрă юрласа пачĕ.
Çур çĕрчченех пычĕ Маяк ялĕн уявĕ.
В.ЛАПИН.